Çунатлă туссене пулăшас тĕллевпе - уйăхлăх
ХĔЛЛЕХИ сивĕ çанталăкра вĕçен кайăксене апат тупма йывăр, чылайăшĕ выçăпа вилме те пултарать. Çунатлă туссене пулăшас тĕллевпе "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ январĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 25-мĕшĕччен уйăхлăх ирттерме йышăннă. Унăн тĕп тĕллевĕ _ вĕçен кайăксем валли кормушкăсем туса çакасси тата апатпа тивĕçтересси. Уйăхлăха кашни шкулăнах хутшăнмалла, çунатлă туссене йывăрлăхра пулăшмаллах.
"Шăмăршă хыпарĕ"