Асăрханăр, пăр çирĕп мар!
КĂÇАЛХИ хĕл яланхи нормăсемпе килĕшỹллĕн пымасть. Çавна май хальхи вăхăтра çынсене çырма е пĕве урлă каçса çỹреме питĕ хăрушă. Çирĕпленсе çитмен пăр çийĕн ачасен конькипе е çунашкапа ярăнма, хоккейла выляма юрамасть. Çỹхе пăра шăтарса çитĕннисем пулă тытни те инкекпе вĕçленме пултарать. Çитĕннĕ çынсенчен хăш-пĕрисем, хăйсене лайăх ишме пĕлетпĕр тесе лăплантарса, пăр çине пĕр шикленмесĕрех кĕрсе каяççĕ. Пăр катăлса шыва кĕрсе ỹксен вара вĕсем кăткăс лару-тăрура çухалса каяççĕ. Шыв çăтса тум тир йывăрланнине, çырмаран тухас тесе чавсапа тĕревленнĕ май, пăр катăлса пынине, çыран пăрланнипе шывран тухма питĕ кансĕр пулнине кашнийĕнех шута илмелле. Ачасем пăр çинче вылянă вăхăтра шыва чăмсан вара çăлăнса тухасси питĕ иккĕленỹллĕ. Пăр айĕнчи шыв юхăмĕ вăйлă пулнине те шута илмелле. Вăл çăмăл виçеллĕ ачана самантрах пăр айнелле сĕтĕрсе кĕме пултарать. Кунта, паллах, аслисен çав тери тимлĕ пулмалла. Пăр çине выляма кайма юраманни пирки ашшĕ-амăшĕсен, учительсен ачасене куллен ăнлантарса тăмалла, çăмăлттайлăх пысăк инкекпе вĕçленме пултарасси çинчен аса илтермелле. Предприятисемпе организацисен руководителĕсен, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, шкул директорĕсен халăх хушшинче ăнлантару ĕçне илсе пымалла, шыв çинчи хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштармалла. Халăх нумай пухăнакан çĕрте _ клубра е библиотекăра, çавăн пекех шкулта та ятарлă стендсем вырнаçтарни те вырăнлă пулĕ. Паллах, халăха методика рекомендацийĕсем, памяткăсем, брошюрăсем валеçсе пани те профилактика ĕçĕнче сисĕмлĕ пулăшу парĕ. Çырмасемпе пĕвесем таврашĕнче _ халăх ытларах пăр çине тухакан вырăнсенче дежурство йĕркелемелле. Кирлĕ пулсан, патруль ĕçне милиционерсене те явăçтармалла. Статьяна вĕçленĕ май, çакна кăна калас килет. Хальхи вăхăтра çырмасемпе пĕвесенче пăр çирĕп пулманни пирки кашнийĕнех асра тытмалла, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тумалла. Ун чухне вара инкек-синкек те пулмĕ.