Ан ĕç-ха, хăвна çирĕп тыт!
ĔÇКЕ ерни пысăк инкек пулни çинчен хаçатсенче те пĕрмай çыраççĕ, радиопа тата телевиденипе те асăрхаттарсах тăраççĕ. Эрех-сăмакун пурнăçа аркатнине хамăр та куратпăр, пĕлетпĕр, анчах ĕçекенсен йышĕ чакни сисĕнсех каймасть-ха. Акă, Çĕнĕ çул уявĕсем те иртсе кайрĕç. Ĕçме юратакан çынсем Çĕнĕ çула ураран ỹкиччен ĕçнипе кĕтсе илнĕшĕн савăнаççĕ, кивĕлле Çĕнĕ çула та питĕ лайăх паллă тунă иккен вĕсем. Уяв вунă кунлăхĕнчи пĕр ирхине чỹречерен пăхрăм та, урампа икĕ мĕлке йăраланнине асăрхарăм. Тул çутăларах парсан çак мĕлкесем йытăсем мар иккенне, çынсемех пулнине уйăрса илтĕм. Пĕрне-пĕри тăратма тăрăшаççĕ, ура çине тăрса пĕрер утăм тăваççĕ те каллех йăванаççĕ. Пырса пăхмах шутларăм. Çамрăк çынсемех иккен. "Хăнара пултăмăр, Çĕнĕ çула кĕтсе илтĕмĕр, - теççĕ. _ Тăхлачă, автостанци патне мĕнле çитмелле-ши?" Çул çине тухмаллине пĕлсе тăрсах (вĕсен Нагаткинăнах çитмелле иккен) ураран ура иртейми пуличченех ĕçсе лартнă. Хăйсем вараланса пĕтнĕ, хĕр арăмĕн çỹçĕ-пуçĕ тусса кайнă. Пăхма та йĕрĕнчĕк. Анчах вĕсем çакна ăнланмаççĕ, ахăлтатсах кулаççĕ. Автостанцие çитсе автобуспа ларса кайиччен тата миçе хутчен пылчăкпа вараланчĕç-ши? Ĕçкĕпе иртĕхни ырри патне илсе çитерменнине пурсăмăр та лайăх пĕлетпĕр. Çак чирпе уйрăмах çамрăксем, вăй питти арçынсем чирлени шухăша ярать. Хам лайăх пĕлекен 40 урлă каçнă патвар арçын (ун пеккисем пирки "урапа тапса тимĕр авать", теççĕ) ниçта ĕçлемесĕр ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнать. Ас тăватăп-ха, вăл шкулта лайăх вĕренетчĕ, лăпкă ачаччĕ. Ашшĕпе амăшĕ аслă пĕлỹ илнĕскерсем, ял хушшинче ятлă-сумлă çынсемччĕ. Вĕсем пурнăçран тĕрлĕ чирсене пула уйрăлса кайрĕç те, ывăлĕ çурт тытса пыма пултараймарĕ. Пахчине чавса çĕр улми те çитĕнтереймест, ниçта та ĕçлеме тăрăшмасть. Газшăн тỹлейменнипе газне чарчĕç, электричествăшăн тỹлеменнипе пăралуксене касрĕç. Малашне мĕнле пурăнмалла-ха? Урăлсан, пуçĕпе лайăх шухăшласа пăхсан, ĕçме пăрахмаллине ăнланса илсен, ĕçлеме тытăнсан кăна унăн пурнăçĕ малалла кайĕччĕ. Ĕçекенсем тепĕр кун мухмăр чĕртмелли шыраса çỹреççĕ, кĕлмĕçленеççĕ. Паянхи пекех астăватăп-ха. Мăшăрăмпа крыльца çинче лараттăмăр. "Мухмăр чĕртме кивçен укçа парăр-ха", - тесе пирĕн пата хамăр лайăх паллакан арçын пычĕ. Манăн мăшăр ăна ăнлантарма пуçларĕ: "Леша, пĕлетĕн-и мĕн вăл мухмăр? Мухмăр вăл _ ĕнер ĕçнине паян малалла тăсмалли сăлтав кăна. Мухмăра эсĕ эрех ĕçмесĕр ирттерсе яма тăрăш. Кофе, чей нумайрах ĕç, выртса кан. Эпĕ 70 урлă каçнă çын, халиччен те мухмăр чĕртсе курман". Леша куларах çапла каларĕ: "Эсир, Михаил Кириллович, мухмăр пулмалăх ĕçсе те курман пуль". Тен, тĕрĕс те каларĕ арçын? Нумай-нумай çынсем уявсене те хутшăнаççĕ, эрех-сăрине те ĕçеççĕ пуль, анчах тепĕр кун ир-ирех тăрса ĕçе кайма васкаççĕ. Çапла пулмалла та. Мухмăр чĕртекен çын хăçан та пулин ĕçлĕхрен тухатех. Ĕçлемен, унта-кунта çапкаланса çỹрекен çынсем, чăнах та, нумайăнах мар. Уй-хирти тыр-пул хушшинче ỹсекен çум курăк пек вĕсем. Ĕçекен çынсем хăйсен пурнăçне кĕскетеççĕ, пурнăçран ытла та ир уйрăлса каяççĕ. Çамрăк ăру вĕсенчен тĕслĕх ан илтĕрех. Ан ĕçĕр, çирĕп пулăр, çынсем!