Пуху иртĕ те кайĕ, ырă улшăнусем курасчĕ
ЯЛСЕНЧЕ халĕ унта та кунта пухăва чĕнекен пĕлтерỹсем курма пулать. Чăн малтан Карапай Шăмăршă тата Пуянкасси тăрăхĕнче граждансен пухăвĕсем пулса иртрĕç, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçсем çинчен халăх умĕнче отчет туса пачĕç. Графикпа килĕшỹллĕн, пухусем ытти ялсенче те иртеççĕ. Хамăн пурнăçра нумай-нумай пухура пулса курнă май, çакна асăрханă: ял çыннисем доклада сỹтсе явма çителĕксĕр хутшăнаççĕ, пухăва хăвăртрах вĕçлесе килĕсене саланма тăрăшаççĕ. Калаçмалли вара кашни ялтах сахал мар. Яла тирпей-илем кĕртесси, çулсене юсавлă тытасси мĕнлерех шайра? Саккунсене пурте пăхăнатпăр-и, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç тивĕçлĕ кĕрешỹ пырать-и? Самообложени укçипе мĕн тунă, тен, кăçал çак укçан виçине ỹстерсен лайăхрах? Ялти сывлăх, культура, пĕлỹ, ача-пăча, çыхăну учрежденийĕсен ĕçĕ халăха тивĕçтерет-и? Пухура наци проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пыни пирки те калаçмаллах пулĕ. Ял çыннисене уйрăмах "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ интереслентермелле. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Шел те, хальлĕхе çак укçана сахалăшĕ илнĕ-ха, хăшĕ-пĕри иккĕленсе тăни те сисĕнет. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура çапла каланă: "Агропромышленноç комплексĕнче наци проектне ĕçе кĕртме тытăннă хыççăн уйрăмах вăйланнă кредит политики хресчен çемйине япăх мар ĕçлесе илме май парать, апла пулсан, çемьери экономика никĕсне çирĕплетме пулăшать". Пухусенче чи тирпейлĕ çуртсене, чи пуян килти хушма хуçалăхсене палăртса хăварсан, чи маттуррисене ятран асăнсан аван пулĕччĕ. 2007 çул _ Ача çулталăкĕ. Паллах, пухура ача амăшĕсемпе нумай ачаллă çемьесене пулăшасси, кашни урамрах ачасем валли вылямалли вырăнсем, спорт хатĕрĕсем тăвасси çинчен те калаçмалла. Пухура калаçни протокол çинче çеç ан юлтăрччĕ, ял поселенийĕсен администрацийĕсем, депутатсем халăх ыйтăвĕсене шута илсе ĕçлесчĕ. Районта пурнăçланакан пысăк программăсем _ çул-йĕр тăвасси, ялсене ĕçмелли таса шыв илсе çитересси, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр лартма пулăшасси _ кашни ял поселенийĕнчех ырă йĕр хăварччĕр.