"Пирĕн Хусанкайăмăр, поэзири ăмăрт кайăкăмăр"
ЧĂВАШ халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине республикăра та, ун тулашĕнче те анлăн уявларĕç. Тăван çĕршыв тата тĕнче культурине аталантарас енĕпе сумлă ĕçсем тунине шута илсе, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ятарлă Хушу та кăларнă. Чăваш Енре 2007 çул - Хусанкай çулĕ. Çулталăкĕпех юбилей мероприятийĕсем иртĕç. Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Хусанкай юбилейне халалланă уяв чаплă иртрĕ. Савăнăçлă линейкăра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен В.П.Красновпа Л.П.Краснова учительсем поэт пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç, ачасем Хусанкай сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Уяв программипе килĕшỹллĕн, 5-9 классенче илемлĕ сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Марина Петрова, Светлана Данилова, Маргарита Большакова, Александр Юманов "Тăван çĕршыв", "Аннене" сăвăсене тата "Таня" поэмăри сыпăксене артист пек илемлĕ вуларĕç. 5 класра вĕренекен Степан Большаков вуланă "Çĕршы-вăмçăм, Чăваш çĕршывĕ" сăвва та ытараймасăр итлерĕç уява пуçтарăннисем. 5 класри Катя Пушкинапа Настя Калашникова Хусанкай Атнер ывăлне халалланă "Сăпка юррине" илемлĕн шăрантарчĕç. 8 класри Александр Пушкин "Эп - чăваш ачи", Лида Угарина "Сăмах хавалĕ" сăвăсене лайăх вуланине те палăртмалла. Миша Спиридонов Хусанкай сăввине вырăсла вуларĕ. Аля Кувшинова "Тăван çĕршыв" сăвва чун-чĕрене хумхантармалла каласа пачĕ. 9 класра вĕренекенсем "Натали кĕпе тĕрлет" сыпăка вуласа савăнтарчĕç. 6-7 классенче вĕренекенсем Хусанкай произведенийĕсем тăрăх ỹкерчĕксем тунă. 5-7 тата 8-9 классенче литература вăййисем иртрĕç. Поэт юбилейне халалласа шкулта стена хаçачĕсем кăларнă. Çавăн пекех 7-9 классенче рефератсен конкурсĕ, 8-9 классенче сочиненисен конкурсĕ пулчĕ. Комьютерпа усă курса 7-9 классенче вĕренекенсем Хусанкайăн "Таня" поэмине тишкерчĕç. 5-6 классенче поэт юбилейне халалласа ирттернĕ уçă урока ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хутшăнчĕç. "Хусанкай - 100 çулта" уяв малалла пырать. Вĕренекенсем поэт пултарулăхĕ çинчен сочиненисем çыраççĕ, сăввисене пăхмасăр вĕренеççĕ.