Наци паркĕ çут çанталăка юратма вĕрентет
ТĂВАН тавралăха, çут çанталăка сыхлас, унăн пуянлăхне упрас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ чăннипех те пысăк, курăмлă ĕç тăвать. Çак пархатарлă юхăма шкул ачисене явăçтарнине те ырламалла кăна. Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри _ çитĕнекен ăрăва экологи пĕлĕвĕ парасси. Ку ĕç ятарлă планпа килĕшỹллĕн пулса пырать. Çавна май шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелетпĕр. Сăмахран, пĕлтĕр те сахал мар ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Пирĕн шанчăклă туссем _ Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Шăмăршăри, Карапай Шăмăршăри, Палтиелĕнчи вăтам шкулсенче вĕренекенсем. Вĕсемпе тытакан çыхăну яланах çирĕп. Наци паркĕн ĕçченĕсем асăннă шкулсенче тăтăшах пулаççĕ, çут çанталăк, экологи темисемпе калаçусем йĕркелеççĕ. Ятарлă викторинăсемпе конкурссем те кашнинчех çỹллĕ шайра иртеççĕ. Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ-ха иртнĕ çул "Чăваш вăрманĕ"? Кунта чи малтанах районти шкулсенчи завучсен пĕрлехи канашлăвĕнче экологи темипе семинар йĕркеленине палăртмалла. Çак темăпах Шăмăршăри вăтам шкулта та наука конференцийĕ ирттертĕмĕр. Районти Культура керменĕнче "Эпĕ юратакан çут çанталăк кĕтесĕ" темăпа йĕркеленĕ ача-пăча ỹкерчĕкĕсен выставкине хутшăнакансем те йышлă пулчĕç. Яланхи пекех, "Парксен маршĕ" те активлă иртрĕ, конкурссенче çĕнтернĕ ачасем Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç. Çулсеренех "Кайăксен кунне" ирттересси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Вĕренекенсем унта хаваспах хутшăнаççĕ, пĕр-пĕринчен лайăхрах шăнкăрч вĕллисем хатĕрлеççĕ, çунатлă туссене халалласа викторинăсемпе конкурссем йĕркелеççĕ. Ку тĕлĕшпе Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулти шкул лесничествине уйрăммăн палăртса хăвармалла. Экскурсисемпе походсем йĕркелени те çитĕнекен ăрăва çут-çанталăка юратма вĕрентет. Наци паркĕн ĕçченĕсем ачасене хамăр тăрăхри ỹсен тăран тата чĕр чунсен тĕнчипе тĕплĕн паллаштараççĕ, флорăпа фаунăри уйрăм тĕслĕхсем çинчен каласа ăнлантараççĕ. Çакăн усси вара калама çук пысăк. Çут çанталăкпа, "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн ĕç-хĕлĕпе кăсăкланакансемшĕн кантурти хăна центрĕн алăкĕ те яланах уçă. Ăна хăйне евĕрлĕ музей тени _ ỹстерсе калани мар: унта вуншар документ вырăн тупнă, ятарлă стендсем те пуян содержаниллĕ. Наци паркĕн кăçалхи тĕллевĕсем те пысăк, ырă пуçарусемпе ĕçсене малашне те пĕтме памăпăр. Пирĕн сотрудниксем _ шкулсенче яланах кĕтнĕ хăнасем. 2007 çулта пурнăçламалли ĕçсен планĕ хатĕр. "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ _ çут çанталăк управçи. Унăн тусĕсен йышĕ малашне те ỹсессе çирĕп шанас килет.