Илер йĕлтĕрсем, каяр ярăнма!
ТИНЕХ шурă юр хура çĕре хупласа йĕлтĕр спортне юратакансем валли чăн-чăн уяв туса пачĕ. Шăмăршăри хырлăхра шкул ачисен, организацисен, предприятисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен командисенчен йĕркеленĕ эстафета пулчĕ. Командăсенче _ виçĕ арçынпа (каччăпа) икĕ хĕрарăм (хĕр). Чи малтан старта шкул ачисен вун пĕр команди тухрĕ. Тỹрех çакна каламалла, Васан, Карапай Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕсем ăмăртăва хутшăнма кăмăл туман. Çав вăхăтрах Анат Чаткас шкулĕ _ икĕ, Палтиел шкулĕ виçĕ команда илсе килнĕ. Эстафетăна пĕрремĕш этапрах анатчаткассен пĕрремĕш команди хăйсен аллине илчĕ те мĕн финиша çитичченех вĕçертмерĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăншăн вара хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Юлашки метрсенче Пуянкасси шкулĕн анатчаткассен иккĕмĕш командине выляса ярса виççĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Паллах, пуянкассисене ытти шкулсем умĕнче мухтани те кăмăллă. Ку вĕренỹ çулĕнче çак шкул тăхăр класлă кăна юлчĕ. Çавăнпа та вĕсен 10-11 класĕсенче вĕренекенсемпе кĕрешме çăмăлах пулмарĕ. Çулĕсемпе ачасем кĕçĕнрех пулсан та çĕнтерỹшĕн хăйсенчен мĕн килнине веçех пурнăçларĕç. Ял тăрăхĕсен командисем те куракансене савăнтарчĕç те, тĕлĕнтерчĕç те. Пĕрисем çамрăксенчен, теприсем тĕрлĕ ỹсĕмрисенчен командăсем йĕркелеме пултарнă. Çавăнпах пулĕ сăнаса тăма питĕ интереслĕ пулчĕ. Финиша чи малтан Анат Чаткас ял тăрăхĕн команди çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ карапайшăмăршăсемпе шăмăршăсем. Шел те, Пуянкасси команди шкул ачисен команди умĕнче намăс курас мар тесе тем пек тăрăшрĕ пулсан та эстафетăна тăваттăмĕш кăтартупа çеç вĕçлерĕ. Организацисен, предприятисен, учрежденисен командисем старта тухма вăхăт çитсен пуçлăхсемпе ертỹçĕсем канăçлăхне самаях çухатрĕç. Тренерсем вырăнне пулса хăйсен йĕлтĕрçисене хавхалантарма тăрăшрĕç. Апла пулсан та призлă вырăнсем виççĕ кăна. Тăхăр командăран чи вăйлисем çаксем пулчĕç: районти пенси, финанс, собес уйрăмĕсен (ФСП) пĕрлештернĕ команди _ пĕрремĕш, РУЭС (ЛТЦ) - иккĕмĕш, райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ _ виççĕмĕш. Йĕлтĕр спортне халалланă уява район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н. Обаськин та хутшăнчĕ, пурне те ăнăçупа çĕнтерỹ сунчĕ. Апла пулсан хальхинче çĕнтерейменнисем тепринче çĕнтерĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ йĕрленме кăна пуçларĕ-çке.