АЧАСЕМ ПУРНĂÇА ИЛЕМ КỸРЕÇÇĔ
ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров республикăн иртнĕ çулхи аталанăвне пур енлĕн те тарăннăн тишкерсе хак пачĕ. Президент общество, халăх умне çулленхи Çырупа тухса калаçнине ырламалла кăна. Кăçалхи Çырура социаллă сферăна пырса тивекен ыйтусене çивĕч çĕкленĕ. Чăн та, ку енĕпе республикăра нумай ĕç тăваççĕ, чылай кăтарту Мускавринчен те лайăхрах. Президент 2007 çула ача амăшĕ, ача, çемье çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Çакă республика халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Республика пуçлăхĕ "ача амăшĕ, ача, çемье" пирки уйрăмах тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ. Эпир çулсем тăватпăр, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, культурăна çирĕплететпĕр, спорта тĕреклететпĕр. Кам валли? Паллах, ачасемшĕн. Вĕсем _ пирĕн пуласлăх. Анчах çĕршывра ача çурчĕсен шучĕ чакмасть. Ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех ачасем унта пурăнаççĕ. Çак ыйту тавра тĕплĕн шухăшласа пăхмалла. Пирĕн ачасене сывă пăхса çитĕнтермелле, общество валли юрăхлă çынсем пулччĕр тесе тăрăшмалла.