Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветерансен организацийĕсен пуçарулăхне ỹстермелле

 

ÇАК кунсенче Шупашкарта республикăри вăрçă, ĕç, Хĕçпăшаллă Вăйсен тата правăна сыхлакан органсен ветеранĕсен (пенсионерсен) обществăлла организацийĕн II пленумĕ пулса иртрĕ, унта Пĕтĕм Раççейри ветерансен Совечĕн 2006 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнчи пленумĕн итогĕсенчен республикăри ветерансен организацийĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен республикăри ветерансен Совечĕн председателĕ А.Ф.Филиппов доклад туса пачĕ. Докладчик тата тухса калаçакансем Пĕтĕм Раççейри ветерансен организацийĕ 20 çул тултарнине пур çĕрте те тивĕçлипе кĕтсе илмеллине палăртрĕç. Ватă çынсен социаллă ыйтăвĕсене чăн малтан татса памалла, уйрăмах пĕччен пурăнакан тата чир-чĕрпе асапланакан ватăсене хỹтлĕхе илмелле. Ветерансен организацийĕсен çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе вăйлатмаллине те палăртрĕ пленум. Ватă çынсен пурнăçне интереслĕрех тăвас тĕллевпе вĕсене илемлĕ пултарулăх коллективĕсене анлăн явăçтармалла, йывăçсем лартма, чечексем ĕрчетме хутшăнччĕр тесе майсем туса памалла. Кашни ветеран хăйĕн пурнăç çулĕпе, халăх хисепленипе мухтанма пултартăр, кашниех хăйне сума сунине куллен туйса тăтăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 января 2007
00:00
Поделиться