САЛТАК АРĂМĔ ПРАСКИ АППА
КИВĔ ЧУКАЛТА пурăнакан Перасковья Николаевна Чамеева - ялта çеç мар, районта та чи ватă çынсен шутĕнче. Вăл 1912 çулта çуралнă, апла пулсан, тăхăр вун пиллĕкре пырать. Мĕнле кăна нуша-асап тỹссе ирттермен-ши хăйĕн вăрăм пурнăçĕнче Праски аппа? Мăшăрĕ - Федор Степанович _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хурсан Праски аппа тăватă ачапа тăрса юлнă. Мĕнле йывăр пулсан та, ачисене çĕтĕк çỹретмен, выçăллă-тутăллă пурăнсан та мăрьерен тĕтĕм тухма чарăнман. Ашшĕсĕр ỹснĕ пулин те, ачисем ĕçчен çитĕннĕ, ялта ячĕсене яман. Вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та колхозри мĕн пур йывăрлăх хĕр арăмсемпе ачасем çине тиеннĕ. Çавах чăтнă, уй-хирте те, фермăра та чунтан тăрăшса ĕçленĕ. Праски аппапа ачисем çынсенчен кая мар ĕç кунĕ тунă, кĕркунне колхозран тырă илсен чĕререн савăннă. Унтанпа нумай çул иртсен те, Перасковья Николаевна хĕрĕхмĕш-аллăмĕш çулсенчи йывăрлăхсене хурланса аса илет. Çапла çав, чуна витерни манăçмасть, вăрçă асапĕ аса илтерсех тăрать. Мăшăрне Тула облаçĕн Белевский районĕнчи Шестерка ялĕнчи тăванла масар çине пытарнине юлташĕсем çырса пĕлтернĕ пулин те, Праски аппа унăн вил тăпри çине кайса кураймарĕ. Хальхи вăхăтра салтак арăмĕ Праски аппа ывăлĕн _ Валентинăн çемйинче пурăнать. Лидя кинĕпе мăнукĕсем те ăна хисеплеççĕ, ватă çынна ăшă сăмахран ытла урăх нимĕнех те кирлĕ мар. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир Праски аппана.