Наци проекчĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçне лайăхлатма хушать
Чăваш Республикин Президенчĕн "Çĕнĕ шкул" программине йышăннăранпа 10 çул çитрĕ. Çавна май пирĕн корреспондент район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕн тĕп специалисчĕпе Г.П.БАБОЧКИНПА тĕл пулса калаçнă, унран çак тапхăрта туса ирттернĕ ĕçсемпе кĕскен те пулин паллаштарма ыйтнă. - Республика Президенчĕн "Çĕнĕ шкул" программипе никĕсленсе, 2001 çулта районта 2001-2003 çулсем тата 2005 çулчченхи тапхăр валли вĕрентỹ аталанăвĕн программине йышăннăччĕ, - тенĕ Г.П.Бабочкин. _ Çак программăра вĕрентỹ системин аталанăвĕн стратегилле задачисемпе приоритетлă тĕллевĕсене палăртнăччĕ. Программăна пурнăçа кĕртнĕ май, вĕрентỹ системин структурине çĕнетсе улăштарнă, шкулсене реструктуризациленĕ, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пынă, вĕрентỹри инноваци ĕçне хавхалантарма пуçланă, технологи формисемпе меслечĕсене çĕнетнĕ тата ытти те. Демографи лару-тăрăвĕ çивĕч пулнă май, районти шкулсенче вĕренекенсен йышĕ çултан çулах чакса пырать. 1997 çулпа танлаштарсан, районта 7 пуçламăш шкулпа 3 вăтам шкула чакарнă, тĕп шкулсем çĕнĕрен 3 йĕркеленĕ. 2002-2006 çулсенче 10 шкула реструктуризациленĕ, çав шутра 7 пуçламăш шкула хупнă тата 3 вăтам шкултан - Патирек, Пуянкасси, Чукал шкулĕсенчен - тĕп шкулсем туса хунă. Шкулсенче вĕренекенсен йышĕ те пĕчĕкленсех пырать. 1996-1997 вĕренỹ çу-лĕнче районти шкулсенче 3269 ача пĕлỹ илнĕ пулсан, 2006-2007 вĕренỹ çулĕнче 2243 ача çеç шкула çỹрет. 1997 çулта пĕрремĕш класа 294 ачана йышăннăччĕ, иртнĕ çул вара 156 ача çеç пуçласа шкула килнĕ. _ Геннадий Пантелеевич, "Çĕнĕ шкул" программăн тĕп тĕллевĕ вĕрентỹ пахалăхне лайăхлатасси, ачсене тарăн пĕлỹ парасси пулса тăрать. Ку тĕлĕшпе эсир мĕн калама пултаратăр? _ Чăн малтан çак цифрăна асăнам: вунă çул каяллипе танлаштарсан, районти шкулсене ылтăн тата кĕмĕл медальпе пĕтернисен йышĕ 11 процент ỹснĕ. Енчен те 1996 çулта районти выпускниксен 37 проценчĕ аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ пулсан, 2006 çулта 45 проценчĕ аслă шкулсенче пĕлỹ илме пуçларĕç. Районти шкулсенче икĕ сменăпа вĕрентессинчен хăтăлнине те пысăк çитĕнỹ теме пулать. Шкулсен пурлăхпа техника никĕсĕ самаях тĕрекленчĕ. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулăн 320 ача вĕренмелли хушма çуртне, Улмаллăри пуçламăш шкулăн 50 ача вĕренмелли çуртне хута янă. Районти пур шкула та çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтасси çине куçарнă. Шкулсенче тарăн пĕлỹллĕ, анлă тавракурăмлă учительсем вăй хураççĕ. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне республикăри Вĕрентỹ институтĕнче ỹстерсех тăраççĕ. Районта учительсен 89 проценчĕ аслă, 3 проценчĕ вĕçленмен аслă, 8 проценчĕ ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ. Аслă классен профессилле педагог ориентацине йĕркелеме Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта педагог класне уçнă. _ Паллă ĕнтĕ, 2002 çултанпа республикăра Пĕтĕм тĕнчери баланспа реконструкци тата аталанăвăн "Вĕрентỹ системи" проекчĕ ĕçлет. Ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районта мĕнлерех ырă улшăнусем пулчĕç? _ Эсир асăннă проекта районта ресурслă виçĕ шкул _ Шăмăршăри, Палтиелĕнчи тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсем хутшăнаççĕ. Виççĕшне те хăйсен балансĕ çине куçарнă, хăйсен бухгалтерийĕсем пур. "Вĕрентỹ системи" проектпа килĕшỹллĕн, çак шкулсем 2004 çулта 400-шер пин тенкĕлĕх шкул сĕтел-пуканĕ, столовăйпа мастерской валли технологи оборудованийĕ, компьютер техники илме пултарчĕç, вĕренỹ кабинечĕсене тĕпрен юсама 480-шар пин тенкĕ тăкакланă. Районти шкулсем "Вĕрентỹ кĕнекисем кăлармалли информаци системи" Пĕтĕм тĕнчери проекта тата "Ялти шкулсене компьютерсемпе тивĕçтересси" программăна анлăн хутшăннине те палăртса хăвармалла. Асăннă проектсемпе килĕшỹллĕн, вăтам тата тĕп шкулсене Интернетпа çыхăнтарнă, вĕсен электронлă почта тата сайт пур. 1 миллион та 100 пин тенкĕ ытла тỹлесе, шкулсем валли 137 компьютер туяннă. Хальхи вăхăтра районти шкулсенче 16 вĕренекене 1 компьютер тивет (вунă çул каялла 120 ачана 1 компьютер тивнĕ). 5 шкулта спутник антенни вырнаçтарнă. Паян вĕренекенсемпе вĕрентекенсем компьютерпа Пĕтĕм тĕнчери сетье тухма пултараççĕ, информаципе коммуникативнăй технологипе анлăн усă курни вĕрентỹпе воспитани процесĕнче пысăк усă парать. 2003 çултанпа районта Президентăн "Шкул автобусĕ" программи ĕçлет. Çак программăпа шкулсем 9 автобус илчĕç, вĕсем кашни кунах 7 ялти 360 ачана базăллă шкулсене турттараççĕ тата уроксем хыççăн каялла леçеççĕ. _ Президентăн "Çĕнĕ шкул" программинче шкулсенче профиллĕ вĕрентỹ çине куçасси çинчен те каланă. _ 2005 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен районти шкулсенчи 9-мĕш классенче профиль умĕнхи вĕрентỹ çине куçнăччĕ, 7 вăтам шкулта профиль вĕрентĕвне йĕркелесе янăччĕ. Пĕтĕмпе вара 14 профиль класĕ йĕркеленĕ, вĕсене профиль вĕрентĕвĕн 7 енĕпе пĕлỹ параççĕ. 2006-2007 вĕренỹ çулĕнче профиль класĕсене выпускной экзаменсен е суйласа илнĕ экзаменсен кăтартăвĕсем тăрăх тата вĕренекенсен кăмăлне шута илсе йышăннă. Анат Чаткас, Васан, Карапай Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕсенче вĕренекенсен профиль хатĕрленĕвне Патăрьелĕнчи 7-мĕш профтехучилищĕпе пĕрле илсе пыраççĕ. Тĕслĕхрен, Анат Чаткасри вăтам шкулăн 10-мĕш класĕнче вĕренекен хĕр ачасем повар-кондитер, Анат Чаткас, Васан, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсенчи арçын ачасем "В" тата "С" категориллĕ водитель, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем ЭВМ операторĕн специальноçĕсене илеççĕ. 2004 çултанпа районти шкулсенче ют чĕлхесене пуçламăш классенчех вĕрентме тытăннă. _ Геннадий Пантелеевич, шкулсемпе педагогсен инноваци программисене пурнăçланă çĕрте вĕренỹре уйрăмах палăрнă ачасемпе ĕçлесси пысăк вырăн йышăнать. Районти вĕренекенсем хăйсен пĕлỹ шайĕпе республикăра палăрма пултарчĕç-и? _ Юлашки çулсенче кăна-ха районти 3 вĕренекен республикăри олимпиадăсенче çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Географи, истори, тутар чĕлхи, хими, технологи, информатика олимпиадисенче призерсем пур. Районта вĕренỹре уйрăмах палăрнă ачасемпе ĕçлемелли система йĕркеленĕ. 2004 çултанпа творчествăри ăнтăлушăн район пуçлăхĕн стипендине тỹлеме пуçланă. Паян ăна 12 шкул ачи илсе тăрать. Районти 1 вĕренекен Чăваш Республикин Президенчĕн, 2 вĕренекен "Чувашия" фондăн стипендиачĕсем шутланаççĕ. _ Приоритетлă "Вĕрентỹ" наци проекчĕ вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче татăклă улшăнусем тума пулăшмалла. Учительсене, класс руководителĕсене укçа-тенкĕ енчен хавхалантарнин ырă палăрăмĕсем курăнаççĕ-и? _ Районти 5 учитель "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн чи лайăх вĕрентекенсене палăртмалли конкурса хутшăнчĕ. Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул Раççей Президенчĕн 1 миллион тенкĕ премине, çак шкулти информатика учителĕ Ф.Ф.Иванов 100 пин тенкĕ премие илме тивĕçрĕç. Р.У.Ракипов учитель Чăваш Республикин Президенчĕн 10 пин тенкĕ премине илме пултарчĕ. ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви, наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртекен чи лайăх шкулсен тата учительсен 2007 çулхи конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. Çак конкурсра пирĕн районтан та çĕнтерỹçĕсем пуласса çирĕп шанас килет. "Вĕрентỹ" наци проектĕнче воспитани ĕçне чи кирлĕ тĕллевсен шутне кĕртнĕ. Республикăра вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăн "Чăваш Республикинче ачасемпе çамрăксене воспитани парас тытăма çĕнетсе улăштарасси" çум программине йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн шкулсенче воспитани ĕçне лайăхлатмалли комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртмелле. Шкул пурнăçне ашшĕ-амăшне, общественноçа анлăрах хутшăнтарас тĕлĕшпе учительсен коллективĕсен çине тăрса ĕçлемелле.