Канăçа пĕлмест çĕр ĕçченĕ
ЯНВАРЬ уйăхĕ вĕçленсе пырать пулин те, хĕл çитнине туйсах каймастпăр-ха. Юлашки кунсенче çеç кăштах сивĕтрĕ, юр çуса та кăмăла çĕклерĕ. Атту ачасем: "йĕлтĕр сырса та, конькипе ярăнса та кураймастпăр ĕнтĕ", - тесе хытă пăшăрханатчĕç. Ан кулянăр, шăпăрлансем, пирĕн урама та уяв çитĕ-ха: тăраниччен ярăнса та, юрпа выляса та курăр, çут çанталăк илемĕпе савăнăр. Ял хуçалăх техникине юсакансемшĕн вара ăшă çанталăк меллĕ пулчĕ. Шартлама сивĕре тимĕр патне алăпа пырса перĕнейместĕн вĕт-ха, ирĕксĕрех çуркунне çитессе кĕтме тивет. "Исток" ОООра сỹресемпе культиваторсене юсаса хатĕррисен ретне лартнă ĕнтĕ. А.Мердеев механик ертсе пыракан ятарлă звено халĕ сеялкăсене юсать. Виççĕшĕ паян тесен паян тырă акма хатĕр, тата иккĕшне çывăх кунсенчех юсавран кăларасшăн. Н. Иванцов сварщикпа Н.Кудряшов слесарь хăйсен ĕçне тĕплĕ тăваççĕ, вак-тĕвек кăлтăк та акара пысăк чăрмав кỹме пултарассине тĕрĕс ăнланаççĕ. Хуçалăх ертỹçи Ю.Старшов та кунтах. Унпа çитес çур аки пирки калаçу пуçартăмăр. _ Техника часах пĕтĕмпех хатĕр пулĕ, - шантарчĕ Юрий Артемьевич. _ Çунтармалли-сĕрмелли материалсем те туянатпăр. Çур акине ирттерме пире 30 тонна солярка кирлĕ пулсан, хальлĕхе 15 тонна янтăланă. Ыттине çывăх вăхăтра кỹрсе килетпĕр. Хуçалăхра мĕн пур лаптăк çинче çĕртме сухи туса хăварнă. 340 гектар кĕр тыррисем, çав шутра 150 гектар третикали культурине акнă. _ Çуркунне 650 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем акмалла, - сăмахне малалла тăсрĕ Ю.Старшов. _ Сахăр чĕкĕнтĕрĕ _ 100, çĕр улми 15 гектар йышăнĕç. Пĕр гектара та минераллă удобренисемсĕр акмастпăр. Хальлĕхе 25 тонна кăткăс удобрени пур, тата 50 тоннăран кая мар туянатпăр. Юрий Артемьевича пăшăрхантараканни те пур: çур акинче ĕçлеме механизаторсем çитмеççĕ иккен. Хĕрỹ тапхăрта трактористсем 3-4 пин тенкĕ ĕçлесе илеççĕ пулин те, çамрăксем "хурçă утсем" çине ларасшăнах мар. "Исток" ООО _ тĕреклĕ хуçалăх, ĕç укçине вăхăтра тỹлесе пырать. Çавăнпа та техникăпа ĕçлеме килĕшекенсен пĕрре те ỹкĕнмелле пулмĕ. Районти ытти хуçалăхсенче те çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. "Восход" тата "Искра" хуçалăхсенчи механизаторсем техникăна хĕл валли упрама лайăх лартнă, сỹресемпе культиваторсене тата сеялкăсене кĕркуннех юсанă. Çуркунне тепĕр хут пăхса ямалли çеç юлать. Хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе те ĕç пырать. Ку енĕпе патирексене уйрăмах палăртмалла. Хуçалăхăн вăрлăхсем сутмалăх та пур, пурне те кондицие лартнă. "Шанс", "Луч", "Карлинская" Агрофирма" хуçалăхсем те паха вăрлăх пысăк тухăç никĕсĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ. Çав вăхăтрах фермерсем (вĕсем халĕ 119-ăн) хăйсен вăрлăхĕсене лабораторире тĕрĕслеттерме васкамаççĕ-ха. Çум курăк вăррисемлĕ вăрлăх аксан пысăк тухăç илессе кĕтме пулĕ-ши? Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, ял хуçалăх техники валли саппас пайсем, минерал удобренийĕ, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсем туянма патшалăх çăмăллăхлă кредит парать, 300 пин тенкĕ таран илме пулать. Ял хуçалăх техники туянас текенсен 700 пин тенкĕ илме те май пур. Хăраса тăмалла мар, патшалăх çĕр ĕçченне пулăшас тенĕ чух усă курса юлмалла. Район пуçлăхĕ В.Фадеев ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене, депутатсене халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне вăйлатма, çăмăллăхлă кредита ял çыннисен ытларах пайĕ илтĕр тесе тăрăшма сĕнет. Иртнĕ çул кредит илнисем килти хушма хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.