ИЛĔРТЕТ ÇАК ÇУРТ ПĔЧĔККИСЕНЕ
Карапай Шăмăршăри "Василек" ача садне пĕчĕккисем хаваспах çỹреççĕ. Кунта ĕçлекенсем вĕсене яланах ăшшăн кĕтсе илеççĕ. Учрежденире пур çĕрте те тирпейлĕх хуçаланать. Ачасен аслă, вăтам тата кĕçĕн ушкăнĕсен вĕренỹ кĕтесĕсене, кану пỹлĕмĕсене садиксен методика требованийĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ. Воспитательсем занятисене "Ачалăх" программăпа килĕшỹллĕн ирттереççĕ, çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ. Педагогсен ытларах пайĕ ĕçре пысăк опыт пухнă. В.Гаврилова - 25 çул, Н.Солдатовапа Н.Медведева - 18-шар çул, Н.Чамеевапа Р.Кондратьева 15-шер çул вăй хураççĕ. 2005 çултанпа заведующи тивĕçне пурнăçлакан Н.Петрова та вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче чылай çул тăрăшать. Надежда Николаевнăн педагог стажĕ 1993 çулта вырăнти шкулта пуçланнă. Воспитатель помощникĕ Е.Иванова, В.Захарова прачка, Л.Григорьева завхоз, Г.Полякова повар та садикре нумай çул ĕçленине палăртмалла. Пĕчĕккисен сывлăхне С.Лаврентьева медсестра тимлĕхре тытать, профилактика мероприятийĕсене графика пăхăнса пурнăçлать. Воспитательсем музыка руководителĕпе Н.Медведевапа пĕрле пĕчĕккисем валли тăтăшах тĕрлĕ массăллă мероприятисем йĕркелеççĕ. Акă, пĕлтĕр кĕркунне Çул-йĕр правилисемпе çыхăннă утренник, Пĕлỹ тата Сывлăх кунĕсем, Кĕрхи бал пĕчĕккисене пысăк савăнăç кỹнĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав елкисем, театрализациленĕ юмахсем те питĕ интереслĕ иртнĕ. Карапай Шăмăршăра культурăн пĕрремĕш учрежденийĕ уçăлнăранпа 70 çул çитнине халалланă пысăк мероприятие ялти ытти пултарулăх коллективĕсемпе хутшăнса, ача сачĕн воспитанникĕсем те хăйсен воспитателĕсемпе пĕрле уяв программине юрă-такмакпа илемлетнĕ. 2006 çулта районти ача сачĕсем хушшинче йĕркеленĕ "Малышиада" эстафетăра карапайсем пĕрремĕш вырăн йышăннине те палăртма кăмăллă. Халĕ "Василек" садикре Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ тĕлне "Атте, анне тата эпĕ - спорт çемйи" конкурс ирттерме хатĕрленеççĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче _ Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕнче те çакнашкал мероприяти пулмалла. Кунсăр пуçне ачасем хăйсен амăшĕсене пуян программăллă концертпа та савăнтарĕç. Ача сачĕн работникĕсем асаттесемпе асаннесем юрланă ĕлĕкхи юрăсене те манăçа хăвармаççĕ, вĕсене пĕчĕккисене вĕрентсе, ял клубĕнче халăх умне кăлараççĕ. Садикре чăвашсен тумтирĕн комплекчĕсем те пур. Илемлĕ тĕрĕллĕ кĕпесем тăхăнса сцена çинче юрлама пĕчĕккисене питĕ килĕшет. _ Хальхи вăхăтра пирĕн садике куллен çитмĕле яхăн ача çỹрет, - терĕ Н.Петрова заведующи. _ Пĕчĕккисем кунта хăйсене килти пекех туйччăр тесе тăрăшатпăр. Пĕлтĕр кĕркунне пирĕн учрежденин кивĕ çивиттине çĕнĕ шиферпа витме пулăшнăшăн район администрацийĕн руководителĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватпăр. "Василек" ĕçченĕсем хăйсен тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыни пирки ашшĕ-амăшĕсем мана тулли кăмăлпа каласа пачĕç. Вĕсен ырă сăмахĕсем ача сачĕн работникĕсене тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантараççĕ.