Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ЭРЕХПЕ ЭС ТУСЛАШСАН, ПУРНĂÇРАН ЧАС УЙРĂЛАН

 

ÇАМРĂКСЕМ хушшинче ĕçкĕпе иртĕхесси çулран-çул ỹссех пырать. Организм çап-çамрăклах алкоголизм тыткăнне çаклансан, ăна кайран çак сереперен хăтăлма питĕ йывăр. "Ăçтан ĕçке ерсе кайрĕ-ха пирĕн ача?" текелесе вара эпир, ашшĕ-амăшĕсем, ĕнсене кăтăр-кăтăр хыçатпăр. Анчах та ăна эрех еннелле хамăрах çул кăтартса яни пирки пур чухне те аса илместпĕр. Юлашки çулсенче ачасен çуралнă кунĕсене паллă тăвасси пур çĕрте те анлăн сарăлса кайрĕ. Ача çурални çемьешĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çемьене ывăл тĕпренчĕкĕ е хĕр пĕрчи килнине тăвансемпе, тус-юлташсемпе пĕрле тулăх кĕрекере паллă тунине эпĕ мухтатăп кăна. Пепке утакан-чупакан, чылай пулăма ăнланакан пулсан - 3 тултарсан, пĕрле пухăнса савăнăçа пайланине те хирĕçлеместĕп. Кайран вара, ман шутпа, 5, 10, 15, 18 çул тултарсан кăна палăртмалла ачасен çуралнă кунĕсене. Çуллен ывăлăн е хĕр ачан менельникне уявланине вырăнсăр пулăм тесе шутлатăп. Тулли черккене чанклаттарнă чухне: "Ача сывлăхĕшĕн тĕппипе пушатар", - тени ачан асĕнче чылайлăха юлать, хаяр шĕвеке хăйĕн те тутанса пăхас кăмăл çуралать. Хăш-пĕрисем кĕленче тĕпĕнче юлнă эрехе - шурри-и вăл е хĕрли - тутанса та пăхаççĕ. Ара, "сывлăхшăн" ĕçеççĕ вĕт-ха ăна аслисем. Ача малтанласа унăн тутине пĕлесшĕн кăна сыпса пăхать, кайран хăнăхма пуçлать. Сăра пирки вара каламăпăр та - ăна телевизорпа паракан передачăсенче вĕç-хĕррисĕр мухтаççĕ. Ялан мухтакан шĕвеке çул çитменнисем те "дегустаци" тăваççĕ. Ман шутпа, ачан çуралнă кунĕ пулсан, пĕтĕм çемье валли уяв апачĕ хатĕрлемелле. Паллах, тутлă торт менельнике илем кỹрсе тăрĕ. Тĕрлĕ йышши тутлă шывсем те пулччăр сĕтел çинче. Менельнике хĕр ачан е ывăлăн çывăх тус-тантăшне чĕнни те вырăнлă пулмалла. Çитĕннисен менельникĕсене те 5 çулта пĕрре кăна тумалла пек туйăнать. Шутлăр-ха, кашни çулах пĕчĕк ĕçкĕ-çикĕ йĕркелеме тивет вĕт. Тăкаксем те сахал мар пухăнаççĕ. Хăш-пĕр çамрăксем час-часах ỹсĕр çỹренине асăрхама пулать. Ку вăл - питĕ пăшăрхантаракан пулăм. Çап-çамрăклах ĕçке ерсе кайнă çынсем ĕмĕр тăршшĕпех эрех-сăмакунпа иртĕхсе пурăнма пултараççĕ. Кунашкал тĕслĕхсене эпĕ питĕ нумай пĕлетĕп. Ĕçкĕ сиенлĕ йăла кăна мар, пĕрлех йывăр чир те. Çак чире çийĕнчех пĕтермесен (ĕçме чарăнмасан), вăл кайран питĕ тарăна каять. Унран кайран хăтăлма çав тери йывăр пулать. Халĕ ĕçкĕрен сипленмелли çĕнĕ технологисем, усăллă препаратсем питĕ нумай. Анчах та ĕçке ерсе кайнă çын тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тумасан, йывăр чиртен хăтăлма пĕтĕм чун-чĕререн тăрăшмасан, хăйне хăй психологилле çирĕплĕх кỹмесен, сиенлĕ йăларан хăтăлма май çук. Ученăй-математик Пифагор çапла каланă: "Алкоголиксене чиртен мĕнлерех хăтăлмаллине калам-и? Вĕсем ỹсĕрле хăйсем мĕн тери киревсĕр "ĕçсем" туса çỹрени пирки урăлла час-часах аса илччĕр". Питĕ тарăн шухăша палăртнă чаплă ученăй. Сывлăх _ этемĕн чи хаклă тупри. Ăна алкоголь шĕвекĕсем ĕçсе хавшатмалла мар. Эрех-сăмакунпа туслашнă çынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă тĕслĕхсем чылай. Сывă пурнăç йĕрки _ вăрăм ĕмĕр никĕсĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 января 2007
00:00
Поделиться