Ялта ырă ятлă
ÇАП-ÇАВРАКА питлĕ, халиччен те хăйĕн илем-лĕхне çухатман 70 çулхи сăпайлă хĕрарăм мана ăшшăн кĕтсе илчĕ. Кунта хĕрсех юбилее хатĕрленеççĕ иккен. Çывăх тăванĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ Роза Семеновна Минеева та пулăшма килнĕ. Кил картинче те, пỹртре те тирпейлĕх хуçаланать. Малтанах мана Пăраски аппа тĕрленĕ чăваш тĕррисем тыткăна илчĕç. Мĕнле кăна хăват çитернĕ-ши çак тĕрĕсемпе аппаланса ларма! Чăннипех чăвашлăх тапса тăрать ун чĕринче. Ĕçлĕ саманта пăхмасăрах Пăраски аппа манпа калаçма та вăхăт тупрĕ. _ Эпĕ Хайпăла ялĕнче колхозник çемйинче çуралнă. Ачалăхăм Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин тертлĕ çулĕсенче иртрĕ. Кăшт кăна астăватăп-ха аттене йĕре-йĕре юнлă вăрçă хирне ăсатса янине. Мĕнле йывăр пулчĕ виçĕ ачапа юлнă аннене. Çимелли пулманран курăк яшки çиеттĕмĕр, ут кăшкар пуçтараттăмăр. Анне ĕне усрани çеç пире вилĕмрен çăлса хăварчĕ... Вăрçă та чарăннă. Çĕнтерỹçĕ салтаксем киле таврăна пуçланă. Анчах Пăраскин ашшĕ, йывăр суранланнăскер, госпитальте сипленнĕ. Килне 1948 çулта тин çаврăнса çитнĕ. Çапах та йывăр суран хăй çинчен аса илтерсех тăнă. Çакна тỹсеймесĕр Авраам çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Тăватă хĕрĕ вара ашшĕ-сĕрех çитĕннĕ. Йывăр пулсан та Пăраски Палтиелĕнчи вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ. Анчах малалла вĕренме май пулман _ аппăшĕсемпе пĕрле "Правда" колхозра ĕçленĕ: çум çумланă, утă çулнă, улăм турттарнă. Ĕçленĕшĕн питĕ сахал тỹленĕ. Ирĕксĕрех çамрăк хĕрсемпе каччăсем "телей шырама" тĕрлĕ хуласене саланнă. Пăраски те виçĕ хĕр тусĕпе Мускав облаçне стройкăна тухса кайнă. Иркутск облаçĕнчи пĕр поселокра кирпĕч заводĕнче тăрăшнă. Пăраски, пăравурскер, пуçне усман, ун аллинче кирпĕчсем выляса çеç тăнă. Хĕре торф кăларма та лекнĕ. Ку ĕç, паллах, пĕртте çăмăл мар. Ултă уйăх тертленнĕ хыççăн Перасковья Авросимовна Владимир облаçĕнчи Покров хулинче çĕвĕ фабрикинче ĕçлеме пикеннĕ. Çамрăклах çĕлеме юратаканскер, Пăраски кунта та хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Планран ирттерсе тăпăлкка ĕç тумтирĕ çĕленĕ. Çапла сисĕнмесĕрех 9 çул иртсе кайнă. Самаях укçа тунăскер, тăван еншĕн тунсăхланă. Тăван кил, çывăх юлташсем, тăвансем яланах чуна çывăх. Пăраски тăван Хайпăла ялне çаврăнса çитнĕ. 1971 çулта, кăрлачăн 12-мĕшĕнче, хăй çуралнă кун, ĕçчен те хитре Пăраски Палтиелĕнче пурăнакан Валерий Тимофеевич Чекушкина качча тухнă. Мăшăрĕн хăйĕн пĕр ывăлпа икĕ хĕр пулнă. Пăраскин Саша ятлă ывăлне те хăй çине çыртарнă. Перасковья Авросимовна вара Валерий Тимофеевичшăн _ шанчăклă мăшăр, ун ачисемшĕн тăван амăшĕ пекех пулса тăнă, вĕсене сăпайлă, тỹрĕ кăмăллă, ĕçчен пулма вĕрентнĕ. Валерий питĕ ĕçчен, районĕпе малта пыракан комбайнер шутланнă. Пăраски те мăшăрĕнчен кая юлман, "Мир" хуçалăхĕн сысна ферминче вăй хунă. Сыснасене çăвăрлаттарнă çĕрте 4 çул ĕçленĕ, 22 çул çак фермăрах кочегарта тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 4 çул кочегарта ĕçленĕ, ырă ят çĕнсе илнĕ, ял-йыш хисепне тивĕçнĕ. Çемьери тивĕçе те Пăраскипе мăшăрĕ чыслăн пурнăçланă. Тăван çĕр-шывшăн усăллă ачасем çитĕнтернĕ. Шел, пĕр ывăлĕ, Алик, аварие лексе пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Анчах та йывăр хуйха Пăраскипе Валерий ĕçпе пусарнă... Халĕ Пăраски аппа пĕчченех пурăнать (мăшăрĕ вилни виçĕ çул çитрĕ), апла пулин те тĕреклĕ хуçалăх тытса пырать. Ачисем юратнă амăшне пăрахмаççĕ, йывăр ĕçсене тума килсех тăраççĕ. Уйрăмах çулла çак кермен пек çурт хаваслă сас-кулăпа тулать. Чаплă юбилее уявлама вара ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, кỹрши-аршисем йышлăн пухăнчĕç. Пăраски аппана пурте çитмĕл çул тултарнă ятпа ăшшăн саламларĕç, çĕр çула çитиччен пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç.