Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сывлăх хамăртан тата пахалăхран килет

 

Иртнĕ çулхи эпидемиологи лару-тăрăвне пĕтĕмлетсен çакнашкал кăтартусем тухса тăчĕç. Пĕлтĕр районта инфекциллĕ тата паразит чирĕсен 475 тĕслĕхне тупса палăртнă, вĕсенчен 58,5 проценчĕ _ грипп тата ОРВИ, 12,8 проценчĕ _ социаллă инфекцисем, 5,05 проценчĕ _ вар-хырăм инфекцийĕсем, 2,9 проценчĕ _ паразитлă инфекцисем, 2,3 проценчĕ _ вируслă гепатит, 1,05 проценчĕ _ сывлăш урлă сарăлакан инфекцисем. Дезинтерипе чирленĕ тĕслĕхсем вара пулман. Çав вăхăтрах вăраха кайнă С гепатитпа чирлекенсен йышĕ ỹсни палăрчĕ. Пĕлтĕр эпидпаротитпа чирленĕ тĕслĕхсене пиллĕк тупса палăртнă. Çавăн пекех, çынсем хĕрлĕ шатра чирĕпе (краснуха) аптăранине регистрацилемен. Туберкулеза илес пулсан, пĕлтĕр ку чирпе чирленĕ çынсен шучĕ 1,3 хут ỹснĕ, кăтарту 100 пин çын пуçне 70,1 çынпа танлашнă. Кун пек тĕслĕхсем Ярăславра (3 тĕслĕх), Асанкасинче (1), Шăмăршăра (3), Çĕнĕ Тăрăнта, Кахăрлă Шăхалĕнче, Виçпỹрт Шăмăршăра, Пăчăрлă Пашьелĕнче, Энтĕрьелĕнче тата Васанта пулчĕç. Энтеробиозомпа чирлесси вара 1,3 хут чакнă. Çакăнпа пĕрлех, иртнĕ çул, виçĕм çулхипе танлаштарсан, çынсем гриппа тата ОРВИпе сахалрах чирленĕ. Апат-çимĕçпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем пулман, районта педикулез пулни те палăрман. Шывсăр пурнăç çук, теççĕ. Эпир усă куракан шывăн пахалăхĕ мĕнлерех-ха? 2006 çулта шыв гигиена тата санитарипе гигиена шайне еплерех тивĕçтернин 125 пробине тĕрĕсленĕ. Çак палăрчĕ: шывăн 16 проби гигиена нормативĕсемпе тивĕçтермен. Ведомствăлла пăрăхсенчи шывăн 47 пробине тĕрĕсленĕ хыççăн 11-шĕ гигиена нормативĕсене тивĕçтерменни курăнчĕ. Коммуналлă шыв пăрăхĕсене тĕрĕсленĕ 41 пробăран 8-шĕ пирки те çакнах каламалла. Микробиологи нормативĕсен шайне тĕрĕсленĕ 132 шыв пробин кăтартăвĕсем те шыв ку тĕлĕшпе пур çĕрте те пахалăхлă маррине кăтартрĕ. Çавăн пекех, пусăсенчи шывăн 77 пробинчен 13 проби гигиена нормативĕсене тивĕçтереймерĕç. Иртнĕ çул апат-çимĕç чĕр таварĕпе апат-çимĕç продукчĕсен 142 пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, 1 проба нормативĕсене тивĕçтереймен. Апат-çимĕçри нитрат шайĕ нормăран пысăк пулман. Апат-çимĕç продукчĕсем нормативĕсене еплерех тивĕçтернин 104 проба тĕрĕслевĕнчен те пĕр тĕслĕх тивĕçлĕ шая ларманни курăнчĕ. Апат-çимĕç чĕр таварĕпе продукчĕсен 20 партине (40 килограмм) пăрахăçлама тивнĕ. 2006 çулта санитари законодательствине пăснă пирки 52 постановлени кăларнă, йĕркене пăсакансенчен 37 пин те 700 тенкĕ штраф шыраса илнĕ, 4 çынна асăрхаттарса хăварнă, район судне 12 ĕç тăратнă, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухман 16 çынна ĕçрен хăтарнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2007
00:00
Поделиться