Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Килти хушма хуçалăх _ тупăш çăл куçĕ

 

КИЛТИ хушма хуçалăха лайăх аталантарса пыракан çемьесем пирки район хаçачĕ час-часах çырса кăтартать, вĕсен ĕç опытне çутатса парать. Ман шухăшпа, ку çав тери кирлĕ ĕç. Ара, ялта кашнийĕн валлиех уйăхсерен шалу тỹлекен яланхи ĕç вырăнĕ тивĕçмест-çке-ха. Чăнах та, ỹркенмесен, çине тăрсан, сывлăх енĕпе аптăрамасан, çĕр ĕçĕпе тата выльăх-чĕрлĕхпе самаях тупăштарса пыма пулать. Халĕ, акă, ял çыннисен килти 25 сотăй çĕрсĕр пуçне, уй-хирте хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕ те пур. Ун çинче çĕрулми, чĕкĕнтĕр тата утăлăх курăк çитĕнтерме пулать. Çак тухăç вара сыснасем тата шултра мăйракаллă выльăхсем ỹстерме, аш-какай сутма май парать. Кĕркунне çĕрулмин хакĕ 3 тенкĕ те 50 пусран ытла пулмарĕ. Тыррăн пĕр килограмĕ те çак хакран ытла мар. Çĕрулмине йỹнĕ хакпа сутса яриччен, ăна тырăпа пĕрле сыснана çитерни лайăхрах. Ара, какайăн пĕр килограмне 75 тенкĕрен те пысăкрах хакпа сутма пулать-çке-ха. Пай çĕрĕ çинче нумай çул ỹсекен курăксен вăррине акса, выльăх валли çуллен ытлă-çитлĕ утă хатĕрлеме анлă майсем уçăлни _ хресчен хуçалăхне малалла аталанма май паракан ырă пулăм. Вăрманта, варта е çырма хĕррипе курăк çулса-пуçтарса çỹрени мар ĕнтĕ. Патшалăх ял çыннисене тĕрлĕ çăмăллăхсем парса пулăшнине те мухтамалла кăна. "АПК" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, хальхи вăхăтра граждансем килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илсе, вите-лупас тăваççĕ е вĕсене çĕнетеççĕ, ăратлă выльăх туянаççĕ. Статьяна вĕçленĕ май, çакна кăна калас килет. Ỹрĕк-сỹрĕклĕхе çывăха ямасан, куллен хĕрỹ ĕçре çаврăнсан килти хушма хуçалăхра та тупăш илме пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2007
00:00
Поделиться