Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çарпа патриотизм уйăхлăхĕ

 

ПАЛТИЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта çарпа патриотизм уйăхлăхĕ пырать. Ачасем Раççей Геройне, хамăр районти Шамкайра çуралнă Олег Долгова асăнмалли кун ирттерчĕç. Класс сехетĕнче, калаçусенче Олегăн паттăрлăхне аса илчĕç. 9-11 классенче вĕренекенсем шкул выпускникĕпе, Пензăри çар училищин курсанчĕпе Раиль Хабибуллинпа тĕл пулу йĕркелерĕç. Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсенчен чылайăшĕ шкул хыççăн çар училищисене вĕренме кайма кăмăл турĕç. 7 "а" класра класс сехетне Совет Союзĕн Геройне В.И.Урукова халалларĕç. Çарпа патриотизм уйăхлăхĕ малалла пырать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2007
00:00
Поделиться