Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнелет больница кунсерен

 

 РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн сферинчи наци проектне районта пурнăçа кĕртес тĕллевпе "Шăмăршă районĕнчи тĕп больница" муниципаллă учрежденире тĕрлĕ мероприятисен анлă планне туса хатĕрленĕ. Унта 2005-2008 çулсенче хĕрарăмсене çие юлнă тапхăрта тата ача çуратнă вăхăтра медицина пулăшăвне парассине сисĕмлех лайăхлатма палăртнă. Çак тĕллеве пурнăçлассинче, паллах, райадминистраци тăрăшнипе районти тĕп больницăн ача çураттаракан тата гинекологи уйрăмĕсем вырнаçнă корпусра реконструкци ĕçĕсене пуçлани паллă вырăн йышăнать. Объектра Евростандарта пăхăнса тăвакан реконструкци ĕçĕсем кăçал та ăнăçлă пыраççĕ (заказчикĕ _ район администрацийĕ, генеральнăй подрядчикĕ _ "Строитель" ООО). Паянхи кун тĕлне корпусăн иккĕмĕш хутĕнчи ĕçсене вĕçленĕпе пĕрех ĕнтĕ. Капăрлату ĕçĕсене Людмила Кондратьева бригади çак уйăхра туса пĕтерме палăртать. Иккĕмĕш хутри Евростандарта тĕпе хурса илемлетнĕ коридорпа тĕрлĕ пỹлĕмсем чуна савăнăç кỹрсе тăраççĕ. Кунашкал хăтлăхпа капăрлăха хулари больницăра та кураймăн. Пĕрремĕш хутра ĕçсем анлăн сарăлни тата кал-кал пыни те кăмăла çĕклерĕ. Стенасем çинчи кивĕ штукатуркăна хăйпăтса, вĕсене тикĕслесе çĕнĕрен штукатурка тунă. Ку ĕçре тĕрлĕ бригадăсем тăрăшнă. Хальхи вăхăтра кунта Елена Шамеевапа Надежда Игнатьева штукатурсем вăй хураççĕ. Тỹп-тỹрĕ те тикĕс стенасем хĕрарăмсен профессилле ăста- лăхне кăтартаççĕ. Шупашкарти "Юман" ОООри Валентин Илларионов ертсе пыракан бригада урайсене керамгранит плиткăсемпе тикĕслесе сарать. Çак рабочисемех стенасене шурă керамика плиткăсемпе илемлетеççĕ. Петр Романов бригадирăн рабочийĕсем вара коридор маччине металл конструкци карса, ăна çĕнĕ йышши шурă материалпа хитрелетеççĕ. Кивĕ алăксене пĕтĕмпех çĕннисемпе ылмаштарнă. Ку ĕçе Виталий Стефинов бригади тирпейлĕ пурнăçланă. Николай Александров бригади тата Николай Иванцов электросварщик та объектри ĕçсенче тăрăшулăх кăтартаççĕ. Ăшă системине чи çĕнĕ технологипе тунă. Шыв, канализаци, вентиляци системисене вырнаçтарасси те вĕçленсе пырать. Кунта Владимир Быков бригади ĕçлет. Корпусри элек-трооборудованипе проводкăсене çĕннисемпе ылмаштарса тухнă. Объектри ĕç-хĕл пахалăхĕ тĕп вырăнта тăрать. Çак ыйтăва Николай Шумилов мастер пысăк тимлĕхре тытать. Район больницин администрацийĕ вара реконструкци ĕçĕсем санитарипе гигиена йĕркисене туллин тивĕçтерччĕр тата вĕсемпе килĕшỹллĕн пыччăр тесе тăрăшать. Район администрацийĕн руководителĕсем тата "Строитель" ООО ертỹçисем объектра тăтăшах пулаççĕ, кирлĕ пулсан, кунта ĕçлекенсене çийĕнчех тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Корпуса реконструкцилесе çĕнетнĕ хыççăн кунта район çыннисене тĕрлĕ енлĕ стационар пулăшăвĕ (хирурги, гинекологи, хĕрарăмсене ача çураттаракан тата реанимаци службисем) паракан койка-вырăнсем лартма палăртаççĕ. Пĕлтĕрхи ноябрьте Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров районти ял ĕçченĕсене чыслама килсен тĕп больницăри реконструкци ĕçĕсемпе те паллашрĕ, кăçал объекта вĕçлеме республика бюджетĕнчен 30 миллион тенкĕ уйăрма шантарчĕ. Ку, паллах, район çыннисене питĕ савăнтарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2007
00:00
Поделиться