Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕтсем илемлĕ, çутă

 

ВĂРМАНЛĂ, улăх-çаранлă Карапай Шăмăршă тăрăхĕнче мĕн ĕлĕкрен выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă. Асрах-ха, Киров ячĕллĕ хуçалăхри фермăсем хамăр районта çеç мар, республикăра та малта пыратчĕç. Ĕнесенчен сĕт сăвассипе те, сысна ĕрчетессипе те карапайсем ырă тĕслĕх кăтартатчĕç. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи çитĕнỹсемшĕн хуçалăх пĕрре çеç мар куçса çỹрекен Ялавсемпе хаклă парнесем çĕнсе илнĕ. Хуçалăх саланнă хыççăн витесем пушанса юлчĕç, хăш-пĕр "кукăр алăллă" çынсем оборудованипе ытти пурлăха вăрлама та пикеннĕ. Çак йĕркесĕрлĕхе чарса лартас тата ялăн ырă ятне тепĕр хут каялла тавăрас тесех ĕнтĕ район администрацийĕ тăрăшнипе пĕлтĕр кунта "Карла" ООО йĕркелерĕç. Хуçалăх ертỹçи пулма çĕр ĕçĕнче пуян опыт пухнă çамрăк çынна, нумай çул хушши районти ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ В.П.Севрюгина шаннă. "Карла" ООО иртнĕ çул 530 гектар çĕр çинче ака-суха ĕçĕсем пурнăçланă, кашни гектартан вăтамран çирĕмшер центнер ытла тырă пуçтарса кĕртнĕ. В.П.Севрюгин шучĕпе, пуçламăшĕ начар мар. Хуçалăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлеме палăртать. Хальлĕхе кунта нумай çул ỹсекен курăксем 150 гектар йышăнаççĕ пулсан, кăçал люцернăпа клевер лаптăкне икĕ хут пысăклатасшăн. Çавăн пекех пĕр çул ỹсекен курăксене те ытларах акасшăн. "Утă пулсан, выльăх тутă пулĕ", - тет Вадим Петрович. "Карла" ООО, "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, патшалăхран 50 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илме бизнес-проект туса хатĕрленĕ. Кăçал 25-30 миллионне ĕçе кĕртесшĕн. 200 пуç хура-ула тата симментал ăратлă пушмак пăрусем туянма палăртнă. Март уйăхĕнче ĕне витине тĕпрен реконструкцилеме пуçласшăн. В.П.Севрюгин каланă тăрăх, витесене евростандарт мелĕпе юсаса çĕнетеççĕ. Унта Испанири фирма туса кăларнă оборудование вырнаçтарĕç. Ĕне сумалли зал тата сĕте сивĕтмелли уйрăм та пулать. Продукцие сĕт хальлĕн мар, унран хăйма тата тăпăрч хатĕрлесе сутасшăн. Çавна май халăхран та сĕт туянассине йĕркелеççĕ. Хуçалăхăн техника паркне те тĕпрен çĕнетмелле. 9 миллион тенкĕлĕх _ трактортан пуçласа сỹре таранах туянма шутлаççĕ. "Карла" ОООра 47 çын ĕçлеме кăмăл тунă. В.П.Севрюгин шучĕпе, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ вăйлă аталансан çынсем татах кирлĕ пулаççĕ. Çамрăк специа-листсем вĕрентсе хатĕрлеме палăртнă. Механизатор кадрĕсем тупасси те _ хальлĕхе çивĕч ыйту. Выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтернисĕр пуçне, халăх валли тырă акса çитĕнтерме те манмаççĕ. Çуллен 300 тоннăран кая мар тырă туса илесшĕн. Минераллă удобренисемпе гербицидсем туянма, çĕр ĕçĕнчи çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме палăртнă. _ Пирĕн хуçалăх тупăшлă ĕçлеме пуçласан ял çыннисемшĕн те лайăх пулĕ, - тет В.П.Севрюгин директор. _ Çавăнпа та эпĕ пурлăха упрама ыйтатăп. Витесене, техника паркне, столовăя, правлени çуртне çаратнине-тустарнине куртăм та, чун ыратса кайрĕ. Кама сиен кỹретпĕр-ха _ хамăрах мар-и? "Карла" ООО вăй илсе çĕкленсен ял халăхĕ валли те ĕç пулĕ, уй-хирсем те акăнмасăр юлмĕç. Пĕрлехи вăйпа, алла-аллăн тытăнса ĕçлесен Карапай Шăмăршă ялĕн ырă ятне каялла тавăратпăрах!



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 января 2007
00:00
Поделиться