ЯЧĔ _ ХАЛĂХ АСĔНЧЕ
Петр Васильевич Дементьев генерал-полковник ятне Шăмăршă районĕнче пурăнакан ватăрах çынсем аван пĕлеççĕ. Ас тăватăп-ха, нумай çул хушши Виçпỹрт Шăмăршăри "Правда" колхоза ертсе пынă В.П.Кошкин, хăйне РСФСР Верховнăй Совечĕн депутатне суйласан, Мускавра П.В.Дементьевпа тĕл пулни çинчен хавхаланса каласа паратчĕ. "Эпĕ те лутра чăваш мар та, Дементьев манран пĕр пуç чухлĕ пысăкрахчĕ, хул пуççийĕсем те манăннинчен икĕ хут сарлакарахчĕ, - тетчĕ Василий Платонович. _ Эпĕ Виçпỹртрен пулнине пĕлчĕ те, аслатиллĕ саспа "земляк"! - тесе аллăма хыттăн чăмăртарĕ". Паллах, Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Пасарлă Упи ялĕнче çуралса ỹснĕ П.В.Дементьев кỹршĕллĕ ялсен ячĕсене пĕлнех ĕнтĕ. Хăшĕсем: "Дементьев чăваш пулнă-и, вырăс-и?" тесе интересленеççĕ. Хам çав тăрăхран пулнипе, çакна çирĕплетсех калама пултаратăп: Петр Васильевичăн ашшĕ - вырăс, амăшĕ - чăваш. Иккĕшĕ те учительте ĕçленĕ. Упире эпĕ мĕн ас тăвассах чăвашсемпе вырăссем килĕштерсе пурăннă, пĕр-пĕрин чĕлхине, йăли-йĕркине лайăх пĕлнĕ. П.В.Дементьев та чăвашла калаçма мĕн ватăлса виличченех манман. Шăллĕсем - Евгений Васильевичпа Лев Васильевич та (манăн учитель, питĕ пултаруллă математикчĕ) - чăвашла "сутса ямаллах" пуплетчĕç. Малтан ялти шкултан, унтан Хурăнвар шкулĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан, П.Дементьев Д.Е.Жуковский ячĕллĕ çар академине кайса кĕнĕ, диплом илнĕ хыççăн вунă çул хушшинче ахаль инженертан çĕршыври пысăк авиазавод директорĕ таран çĕкленнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул П.Дементьев СССР авиапромышленноçĕн наркомĕн пĕрремĕш заместителĕнче ĕçленĕ. Тăшман систермесĕр тапăннипе тĕпрен арканнă çар авиацине çĕнĕрен чĕртсе тăратассишĕн вăй-халне шеллемен. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 1941 çулта Социа-лизмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Тепĕр хут Герой Çăлтăрне П.В.Дементьев 1977 çулта илме тивĕç пулнă. 1953 çулта П.В.Дементьева СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулма çирĕплетнĕ, çак отрасле вăл 34 çул хушши, мĕн çĕре кĕричченех пултаруллă ертсе пынă. Петр Васильевич тỹрремĕнех тăрăшнипе Совет Союзĕ тĕнчере чи чаплă самолетсемпе вертолетсем туса кăларнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна, икĕ Герой Çăлтăрĕсĕр пуçне, тăхăр хутчен Ленин орденĕпе, ытти орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Унăнни чухлĕ Ленин орденĕ Л.И.Брежневăн та пулман. 1953 çулта, çĕнĕ йышши çар самолечĕ туса кăларнăшăн, П.В.Дементьева СССР Патшалăх премине панă. П.В.Дементьев Чăваш Еншĕн те пархатарлă ĕç тунă: вăл "çул панипех" Шупашкарта 1970 çулта авиаци профиллĕ приборсем тăвакан завод çĕкленнĕ. П.В.Дементьева эпĕ хам куçăмпа курнă. Ялти шкулăн 5 е 6 класĕнче вĕреннĕ чух ял вĕçĕнчи çерем çине икĕ вертолет анса ларни, пĕрин кабининчен улăп пек паттăр генерал тухни халĕ те асрах. П.В.Дементьев шкулта ачасемпе тата учительсемпе, каçхине вара клубра халăхпа тĕл пулнăччĕ. Вăл, СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ тата КПСС Центральнăй Комитечĕн членĕ пулнă май, Совет Союзĕн мире юратакан политики çинчен тĕплĕн те ĕненмелле каласа панăччĕ. Петр Васильевич Упи шкулĕнче вĕренекенсемпе тачă çыхăну тытатчĕ, вăл тăрăшнипех чи лайăх вĕренекен ачасен ушкăнĕ çулленех Хусанти авиаци заводĕнче экскурсире пулатчĕ. Çак завод пирĕн колхоза шефа илнĕччĕ, вырма вăхăтĕнче автомашинăсем парса тата рабочисем уйăрса пулăшатчĕ. Авиаци заводĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ пирĕн ялти клубра пысăк концерт лартса панине те ас тăватăп. Икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнĕ пулсан та, хăй вăхăтĕнче П.В.Дементьевăн бюстне тăван ялĕнче лартман, Хусанта вырнаçтарнă. Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен ентешлĕхĕн ертỹçи, "Тус" строительство компанийĕн пуçлăхĕ, Çĕпрел районĕн чăвашĕ Николай Угаслов хăйĕн укçипе Упире П.В.Дементьев генерал-полковникăн палăкне лартма шутлать. Çак пысăк яваплă ĕçе пурнăçлама Владимир Нагорнов скульптор килĕшнĕ. Палăка Упи шкулĕ çумĕнчи площаде лартĕç, юнашарах илемлĕ сквер çĕкленĕ. Упи шкулĕн музейĕнче П.В.Дементьевăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан паха материалсем упранаççĕ, ялти пĕр урам икĕ хут Социализмла Ĕç Геройĕн ячĕпе хисепленет. Виçĕ яла пĕрлештерекен хуçалăха та "Дементьево" ят панă. Çак кунсенче П.В. Дементьев çуралнăранпа 100 çул çитет. Патшалăхăн паллă деятелĕн, тĕнчипех пĕлнĕ Çар начальникĕн юбилейне уявлама Упие Мускавран та, Хусантан та хăнасем йышлăн килеççĕ.