ВАТТА СУМА СУСАН, ХĂВ ТА ХИСЕПЛĔ ПУЛАН
ЕНЧЕН те сирĕн çемьере ватă çын пурăнать пулсан, унпа эсир питĕ тимлĕ пулма тăрăшăр. Ăна нимĕнле апатран та уйăрса ан хăварăр. "Кăмăл турам - пĕр турам", тет халăх каларăшĕ. Апата уйрăммăн çини ветеран чунне питĕ хурлантарать, хăйне ыттисенчен начартарах çын вырăнне хунăн туйăнать. 80-90 çулти ватă хăй тĕллĕн калаçса çỹренине илтсен, ан тĕлĕнĕр. Ку вăл ватлăхри пулăмсенчен пĕри. Çак тапхăрта пуç мимин ăнкарулăх шайĕ, унăн пĕтĕмĕшле вăй-хăвачĕ чакать. Хăшĕ-пĕр ватă çын çăварпа каласа пуç мимине ĕçлеттерет. Кун пирки эпĕ пĕр кĕнекере интереслĕ йĕркесем вуланăччĕ. "... По этому поводу как ты думаешь, бабушка?" - ыйтать журналист пĕр ватă карчăкран. "Откуда я знаю, что думаю, пока не услышу, что сама скажу" - хуравлать лешĕ. Ватă пенсионер вырăнсăр сăмах каласа хурсан, çакна илтмĕше перĕр е лăпкă сасăпа ăнлантарса парăр. Тỹрккес хурав ним çукран хирĕçỹ-тавлашу хĕмне чĕртсе яма пултарать. Ватăпа яланах сăпайлăн калаçăр. Хытă каланă сăмах унăн чĕрине çав тери ыраттарать. Кун пирки вăл час манаймасть, çавна май сивĕ сăмах унăн чĕринче тарăн суран хăварать. Кашни уйăхра илекен пенси укçине ветерана хăйне парăр. Çав укçана вăл хăй тытса куртăр, ĕмĕр тăршшĕпе ĕçленĕшĕн патшалăх хăйне ватлăхра сума сунине туйтăр. Ватă çынна нумай укçа кирлĕ-и? Пенсин пĕр пайне вăл сире хăйех парĕ. Питĕ шел, хăш-пĕр ветеран хăйĕн пенсине темиçе çул алла та тытса кураймасть. Çакă, паллах, ăна савăнăç кỹмест ĕнтĕ. Кунтан та тĕксĕмрех ỹкерчĕксем те тĕл пулаççĕ: çемьери ывăлĕпе кинĕ, эрех-сăмакун ĕçме хăнăхса кайнă-скерсем, ашшĕн е амăшĕн пенсине кăна кĕтсе тăраççĕ. Ăна пĕтĕмпе тенĕ пекех ĕçсе яни, апат-çимĕçпе кĕпе-тумтир туянма май пулманни ветерана çав тери пăшăрхантарать, унăн пурнăçĕн пĕлтерĕшне чакарать. Кунашкал çемьесенче пенси укçине вăйпа е хăратса туртса илнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Ватă çын çемьере пĕрре те ытлашши çын мар. Унăн пенсийĕ хăйĕн валли ытлашшипех çитет. Пур чухне тенĕ пекех ун укçин пĕр пайĕ çемьери вăл е ку шăтăка сапланă çĕрте расхутланать. Кунсăр пуçне ветеран мăнуксене пăхать, килти хуçалăхра пулăшать. Ватă çынран çирĕп сывлăхлă çынпа тан ыйтмалла мар - унăн сывлăхĕ те хавшак, вăй-халĕ те сахал. Ăна ăнланма тăрăшсан, тивĕçлĕ сума хурсан, ял-йышра хăв та хисеплĕ çын пулăн.