Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Утрăм анлă урампа, асфальт сарнă çулпала...

 

ÇУЛ ыйтăвĕ республика тĕп хулинчен чăн аякра вырнаçнă Шăмăршă районĕшĕн яланах чи çивĕччисенчен пĕри пулнă. Чукал-Пашьел тăрăхне пысăк нушапа çитни, Чаткас урамĕсенче УАЗ автомашина та путса ларни халĕ те асра. Аякри ялсенче кă-на-и _ район центрĕнче те йĕпе-сапаллă çанталăкра пылчăк çăрăлатчĕ. Çак нушана паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ пуль, ан пĕлччĕр те. Юлашки çулсенче Шăмăршăна та, ялсене те хула сăнĕ кĕчĕ. Вĕсем çулсерен илемленсех пыраççĕ, урамсене асфальт сараççĕ. Чăваш Республикин Президенчĕн Н.В.Федоровăн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн, районта кăçал пысăк ĕçсем тумалла. "Шăмăршă - Суйкăн", "Ирçе Тĕкки - Баскак", "Шăмăршă - Анат Чаткас - Хĕрлĕ Васан", "Канаш паççулкки - Пăва - Çĕпрел трасса" çулсене тăвасси çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра Улатăр районĕпе çыхăнтаракан çула тума "КамАЗ" автомашинăсем вак чул турттараççĕ, çĕр хăпартма та пуçланă. Паянхи сăмахăм _ ял урамĕсене çул сарасси пирки. Çакăн валли районăн 2007 çулхи бюджетĕнчен нихçанхинчен те нумайрах _ 25 миллион тенкĕ уйăрнă. Уйрăммăн илес пулсан, кăçал Кивĕ Чукалта 500 метр, Асанкассипе Пăчăрлă Пашье-лĕнче _ 2 километр, Карапай Шăмăршăра _ 800 метр, Виçпỹрт Шăмăршăра _ 1 километр, Кахăрлă Шăхалĕнче _ 500 метр, Ярăславра 1 километр асфальт çул тумалла. Район центрĕнче те ырă улшăнусем пулĕç. К.Маркс урамĕнче, акă, хулари пек тикĕс те сарлака тротуар сарма палăртнă. Промкомбинат тăрăхĕнчи урамсенче асфальт е вак чул сарса шанчăклă çул тăвасшăн. Республикăри конкурссенче пĕрре çеç мар çĕнтернĕ Космовский урамĕ татах та хитреленĕ: хальхи картасене сỹтсе тимĕртен тунă эрешленĕ карта тытма йышăннă. Çак урамри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен умри пахчари армак-чармак ỹсекен йывăçсемпе тĕмсенчен хăтăлмалла, хитре чечексем ĕрчетме тытăнмалла. Унччен сарнă çулсене юсасси те, тротуарсене çĕнетесси те _ çăва тухсан пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче. Пĕр-икĕ çул хушшинче районти ялсенче пылчăк çăрăлакан пĕр урам та тăрса ан юлтăр тесен, ир пуçласа тĕттĕмччен, канмалли кунсенче те пысăк тухăçлăх кăтартса ĕçлемелле. Шăмăршăри ДРСУ çак задачăна пурнăçлама пултарасси иккĕлентермест. 2007 çулта ялсене ĕçмелли паха шыв илсе çитерес ыйту та тĕп тимлĕхре пулĕ. Шыв кĕртес тĕлĕшпе Шăмăршăра 13 миллион, Виçпỹрт Шăмăршăра 3 миллион та 900 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçламалла. Шăмăршăра тепĕр шыв башни вырнаçтармалла, Виçпỹрт Шăмăршăра пĕлтĕр лартнине хута ямалла. Шыв кĕртессипе ĕçлекен Шупашкарти "Спецстройкоммуникация" ООО специалисчĕсем хăйсен умне лартнă тĕллеве тĕрĕс ăнланаççĕ, графика пăсмасăр ĕçлеççĕ. Çỹлте асăннă икĕ ялсăр пуçне, ытти ялсене шыв илсе пырас тĕлĕшпе те вăй хурĕç. Ял урамĕсене çул сарни _ çав тери ырă ĕç. Анчах çак çул хакне пурте пĕлетпĕр-и-ха? Асфальта упрассишĕн тăрăшатпăр-и? Шел те, Кивĕ Чукал, Чукал, Палтиел тата ытти хăш-пĕр ялсенче урăхла тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Асфальта транспортпа е йывăç сĕтĕрсе çĕмĕрнине, çуркунне шыв çулне уçса ямасăр çула ватма пулăшнине пĕрре çеç мар асăрханă. Хамăр çул кирлĕ тетпĕр, хамăрах ăна упрамасăр юрăхсăра кăларатпăр. Малашне ун пек ан пултăрччĕ, ял поселенийĕсен ертỹçисен, депутатсемпе старостăсен çулсене упрасси пирки халăх хушшинче ăнлантару ĕçне туса пымалла. Ял урамне сармалли асфальт тепĕр чух аяккине саланни, "ураланни" те _ вăрттăнлăх мар. Кунта та çирĕп контроль кирлĕ. Урамра хут пек çỹхе асфальт мар, чăн-чăн шанчăклă çул пулмалла. Урама асфальт çеç мар, çынсем тирпейлĕ пурăнни те илем кỹрет. Çурт умĕсенче йĕрке тăвасси пирки калаçни сăмах купи айне çеç ан пултăрччĕ. "Чи илемлĕ ял", "Чи тирпейлĕ урам" ятсене тивĕç пулассишĕн йĕркеленĕ конкурс пур çĕрте те çỹллĕ шайра ирттĕрччĕ. "Пирĕн пурсăмăрăн та çакна тĕрĕс ăнланмалла, - тет район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. _ Ял, урам илемĕ пурăнма хавхалантарать, халăхăн культура шайне çĕклет. Ялти кашни çын, ватти-вĕтти таранах тăрăшсан Шăмăршă тăрăхĕ республикăри чи илемлĕ те тирпейлĕ район пулĕ. Çакна тума укçа-тенкĕ те, пысăк тăкаксем те кирлĕ мар _ хамăр пурсăмăр та яваплăха туйса тăрăшни çеç кирлĕ".

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2007
00:00
Поделиться