Килти хуçалăх _ чун савăнмалăх
"АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ Кивĕ Чукал ял поселенийĕн территорийĕнче килти хушма хуçалăхсене аталантарма лайăх пулăшать. Ял çыннисем 2006 çулта патшалăхран 1 миллион та 338 пин тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. Килти хуçалăхсенче 348 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 700 пуçа яхăн сысна, 200 пуçа яхăн сурăх тата 26 лаша усраççĕ. Акă, Ю.Никитин витепе ытти хуралтăсем тума 130 пин тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. Хальхи вăхăтра вăл 10 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 3 пуç ĕне, 56 пуç сысна усрать. Хăйĕн çĕрĕ çинче пĕлтĕр 6,5 тонна çĕр улми тата 9,6 тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илнĕ. Районти хуçалăхсенче вăрлăх пахалăхĕ мĕнлерех? Цифрăсен колонкинче: кăçалхи январĕн 15-мĕшĕ тĕлне кондицие ларнă вăрлăх хисепĕ (процентпа) "Искра" 150 "Шанс" 111 "Луч" 100 "Карлинская" Агрофирма" 78 "Карла" ООО 72 "Агродор" 52 "Восход" 44 "Исток" 42 "Колос" 38 "Мир" 31 "Яблоневка" 16 "Нива" кондицие ларнă вăрлăх çук "Малалла" КФХ 100 Районĕпе 57 (Кăтартусене районти вăрлăх инспекцийĕ панă)