ЧИ ЛАЙĂХХИНЕ _ ÇИТĔНЕКЕН ĂРУ ВАЛЛИ
Чăваш Республикин Президенчĕ 2006 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче йышăннă "Ача çулталăкĕ çинчен" Указа тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнчи постановленине пурнăçласа, районта Ача çулталă-кĕнче ирттермелли мероприятисен планне туса хатĕрленĕ. Çак кунсенче район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çỹлерех асăннă плана алă пусса çирĕплетнĕ, ял поселенийĕсен администрацийĕсене çакăн пек план вырăнта та туса хатĕрлеме, Ача çулталăкне çỹллĕ шайра ирттерессишĕн тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕннĕ. Пирĕн корреспондент Ача çулталăкне ирттерессишĕн районта ответлă çынсенчен пĕринпе - социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕпе Н.И.ЕНДИЕРОВПА тĕл пулса калаçнă. _ Планпа килĕшỹллĕн район шайĕнче çитмĕле яхăн тĕрлĕрен мероприяти ирттерме палăртнă, - тенĕ Н. И.Ендиеров. _ Паллах, пĕрне те ячĕшĕн çеç ирттерме юрамасть, çитĕнекен ăрушăн, ашшĕ-амăшĕсемшĕн чăнласах тăрăшнине çирĕплетсе памалла. Мероприятисен планĕ çакăн пек сыпăксенчен тăрать: "Организаципе методика тата информаци ти-вĕçтерĕвĕ", "Амăшĕсемпе ачасен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн", "Йывăр пурнăçпа пурăнакан ачасемшĕн тăрăшасси" тата "Социокультурăллă мероприятисем". Малтанхи сыпăка илсен, унта Ача çулталăкне халалланă илемлĕ щитсем вырнаçтарма, Интернет-сайтсенче Ача çулталăкне халалланă баннер, районти демографи лару-тăрăвне çутатакан экспресс-информаци йĕркелеме, амăшĕсемпе çул çитмен ачасем мĕнле условисенче ĕçленине çирĕп контроллесе тăма палăртнă. "Амăшĕсемпе ачасен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕшĕн" сыпăкра ĕçкĕпе иртĕхессин, наркоманин сăлтавĕсене тĕпчесе пĕлме, тỹрĕ çул çинчен пăрăнма пăхакан çамрăксен пурнăç условийĕсемпе интересленме пăхнă. Çавăн пекех Шăмăршăри тĕп больницăри ача-пăча консультацийĕнче медико-социальнăй кабинет уçасси те кун йĕркинчех тăрать. Ялсенчи фельдшер пункчĕсенче сывă ачана халалланă пỹлĕмсемпе кĕтессем йĕркелемелле. Ача çулталăкĕнче семинар-канашлусемпе наука-практика конференцийĕсем те ирттерме палăртнă. _ Николай Иванович, Ача çулталăкне халалланă культура мероприятийĕсемпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши? _ Çакăн пек мероприятисем кашни эрнерех пулса иртĕç. Акă, январьте Шупашкар-Чăваш епархийĕ ачасен вырсарни шкулĕсенче вĕренекенсем валли "Раштав çăлтăрĕ" ятлă V фестиваль ирттерет. Март уйăхĕнче ачасен ỹкерчĕкĕсен Элли Юрьев ячĕллĕ республикăри VI конкурс пулать. Çав уйăхрах çемье пултарулăхĕн "Эпĕ, эсĕ, вăл - пĕрле туслă çемье" II фестивалĕ, апрельте "Эпир пурте - ачалăхран" илемлĕ пултарулăх фестивалĕ, "Туслăх хĕлхемĕсем" наци культурин фестивалĕ тата ытти мероприятисем иртмелле. Спорт ăмăртăвĕсем те чылай пулĕç. Кунта çемье командисем хушшинче иртекен "Хаваслă стартсем" фестивале, Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен шкул ачисен Спартакиадине, "Çемйипех - старта!" районти фестивале, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2007" Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне, çамрăк хоккеистсен "Ылтăн шайба" турнирне тата ыттисене те палăртмалла. Апрельте пирĕн районти вĕренỹре тата спортра чи маттур шкул ачисем çамрăк космонавтсен республикăри слетне хутшăнĕç. Çавăн пекех "Йывăç ларт та ăна упра" Йывăç кунне, "Вĕçен кайăксене апат парар", "Симĕс субботник", "Симĕс шкул" акцисене çĕр-çĕр ача хаваспах хутшăнасса шанса тăратпăр.