Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Чăваш вăрманĕ" çинчен _ библиографи указателĕ

 

"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" Наци паркĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан кĕнекесемпе брошюрăсем халиччен пĕрре кăна мар пичетленсе тухнă. Хальтерех кăна вулакансем патне çĕнĕ кĕнеке _ "Национальный парк "Чăваш вăрманĕ". Чувашская Республика" брошюра çитрĕ. Жанрĕпе илсен, вăл _ наукăпа библиографи кăларăмĕ, ăна Шупашкарти "Новое время" издательствăра пичетлесе кăларнă, пухса хатĕрлекенĕсем _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн сотрудникĕсем. Асăннă брошюрăра "Чăваш вăрманĕ" çинчен тĕрлĕ пичет кăларăмĕсенче кун çути курнă материалсен тулли списокĕпе, ытти пуян информаципе тĕплĕн паллашма пулать. Сăмах май, çакна та палăртса хăвармалла: çак кăларăмра асăннă материалсен пысăк пайĕ шăпах районти "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра пичетленнĕ. Наци паркĕн ĕçченĕсем халĕ те хаçатпа тачă çыхăну тытаççĕ. "Национальный парк "Чăваш вăрманĕ". Чувашская Республика" наукăпа библиографи кăларăмĕпе "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕнче тĕплĕнрех паллашма пулать. Унăн кантурĕ Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 37-мĕш çуртăн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2007
00:00
Поделиться