Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"АККОНДРА" _ ХĂНАРА

 

ХĔЛЛЕХИ каникулăн вĕçĕ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул çумĕнчи ачасен Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн членĕсемшĕн яланлăхах асра юлĕ: эпир, Шупашкарта пурăнакан хамăр ентеш, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ В.И.Максимов пулăшнипе, Шупашкарти "Акконд" кондитер фабрикинче экскурсире пулса куртăмăр. "Акконд" _ çакнашкал предприятисенчен Раççейре чи лайăххисенчен пĕри. Вăл 1943 çулта йĕркеленнĕ. Хальхи вăхăтра кунта ятарлă пĕлỹ илнĕ пин ытла çын ĕçлет. Вĕсен хушшинче пирĕн ентешсем те пур. Фабрикăра кашни сменăрах тăхăр тоннăна яхăн тĕрлĕ йышши канфетсемпе печени, вафли кăлараççĕ. Хатĕр продукцие Германире, Америкăра, Балтика тăрăхĕнчи çĕршывсенче, Казахстанра та хаваспах туянаççĕ иккен. Çакă та кăсăклă: продукцин çĕнĕ сортне хатĕрлеме виçĕ-тăватă уйăх таран вăхăт кирлĕ-мĕн. Фабрикăпа, пылак продукцие мĕнле хатĕрленипе пире Ирина Петровна Мочалова технолог питĕ тĕплĕн паллаштарчĕ. Кунта канфет-печени мĕнлерех "пиçнине" хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. "Аккондăн" тĕрлĕ конкурссене хутшăнса çĕнтернĕшĕн панă медальсем те темĕн чухлех, ытти наградăсем те нумай. Фабрика ĕçченĕсем пире пылак кучченеçсемпе хăналарĕç. Экскурси пурне те килĕшрĕ. "Аккондра" пулса курнă хыççăн пирĕнтен чылайăшĕн ỹссен кондитер пулас ĕмĕт çуралчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2007
00:00
Поделиться