Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăмăршăра Мăшăрлану керменĕ пулĕ

 

ЭРНЕ КУН, январĕн 12-мĕшĕнче, Шăмăршăра "Чăвашстрой-проект" проект институчĕ" ООО представителĕсем пулнă. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата проект институчĕн директорĕ В.А.Захаров унччен ача-пăча библиотеки вырнаçнă çурта тĕпрен реконструкцилесе Мăшăрланă керменĕ уçас ыйтăва сỹтсе явнă. Реконструкци ĕçĕсем çывăх вăхăтрах пуçланмалла. Мăшăрлану керменĕ тултан та, шалтан та хуларинчен кая пулмĕ. Республикăри ытти районсенче унашкал объект çук-ха, вĕсен çамрăкĕсен шăмăршăсене ăмсанмалли çеç юлать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 января 2007
00:00
Поделиться