Район администрацийĕнчи канашлу
ТУНТИ КУН район администрацийĕнче анлă канашлу пулса иртнĕ, унта пур шайри ертỹçĕсем те хутшăннă. Канашлăва район пуçлăхĕ В.П. Фадеев уçнă тата ертсе пынă. Кун йĕркинчи малтанхи ыйтупа _ "АПК аталанăвĕ" тата "Пурăнмалли çурт-йĕр" наци проекчĕсем районта мĕнле пурнăçланса пыни çинчен _ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Н.Никифоров пĕлтернине итленĕ. Владимир Николаевич çỹлте асăннă наци проекчĕсем Шăмăршă тăрăхĕнче пурнăçа кĕрсе пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе панă. 2006 çулта граждансем килти хушма хуçалăха аталантарма 54 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ пулсан, кăçал 80 миллион тенкĕ кредит пама палăртнă. Çавăнпа та ял поселенийĕсен ертỹçисен халăх хушшинчи ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. 2007 çулта выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме 130 миллион тенкĕ кредит илме бизнес-плансем хатĕрленĕ. Ăратлă выльăхсем туянассипе малалла ĕçлемелле. Иртнĕ çул районĕпе 14500 тăваткал метр пурăнмалли çуртсем хута янă, кăçал 16560 тăваткал метр тума палăртнă. Çавăн пекех çул тăвассипе те питĕ пысăк задачăсем тăраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Н.Обаськин "Сывлăх" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланни çинчен каласа панă. Хальхи вăхăтра сывату пахалăхĕ чăн малти вырăнта тăмалла, тенĕ вăл. Çавна май пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсен ĕçне тĕпрен лайăхлатмалла, врачсен ответлăхне ỹстермелле. 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче район больницин хирурги корпусне (ача çураттаракан уйрăмпа пĕрле) реконструкцилес ĕç вĕçленмелле. Район администрацийĕ, мĕнле йывăр пулсан та, районта ача çураттаракан уйрăма упраса хăвармаллах тесе шутлать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.Г.Игнатьева тăлăх ачасене усрава илес, шанчăксăр çемьесемпе тивĕçлĕ ĕç илсе пырас ыйтусене çĕкленĕ. Канашлура сăмах илнĕ район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Э.Жамкова промышленноç предприятийĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем умĕнче тăракан задачăсем, финанс пайĕн начальникĕ Е.П. Кудрявцева 2007 çулхи бюджета пурнăçлас тĕлĕшпе ял поселенийĕсен администрацийĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен каласа панă. Пенси фончĕн управленийĕн начальникĕ О.В.Никифорова тата социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н.И.Ендиеров ача амăшĕсене пособи парас тĕлĕшпе йышăннă çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пĕтĕмлетнĕ. Валерий Петрович Шăмăршă районĕ 2006 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе республикăра малтисен шутĕнче пулнине палăртнă. 2007 çулта çак хăвăртлăха ỹстерсех пымалла. Çул тăвас, çурт-йĕр лартас, "АПК аталанăвĕ" наци проектне пурнăçлас тĕлĕшпе çанăсене тавăрса ĕçлемелле. "Ялта ĕç çук тени _ питĕ йăнăш шухăш, - тенĕ В.П. Фадеев. _ Ĕçлес текен çын валли ĕç нумай. Акă, кăçал района 60 пин хур чĕппи илсе килеççĕ. Çак шыв кайăкĕсене договорпа кашни çемьех ỹстерсе пама пултарать. Килти хушма хуçалăха аталантарма условисем çителĕклĕ, тăрăшни çеç кирлĕ". Валерий Петрович ялсене тирпей-илем кĕртес, урамсене çутатса тăрас, пĕчĕк предпринимательствăна аталантарас тата ытти ыйтусене çĕкленĕ.