Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кашни кун савăнăçлă иртрĕ

ХĔЛЛЕХИ каникул кунĕсенче Шăмăршăри вăтам шкулта тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем пулчĕç. 1 "а", 1 "б" тата 3 "а" классенче вĕренекенсем хĕллехи вăрмана экскурси йĕркелерĕç. 3 "б" класра тăван çут çанталăкпа çыхăннă викторина иртрĕ. 4 класра ирттернĕ Çĕнĕ çулхи викторина та пурин кăмăлне те çĕклерĕ. 5 класра вĕренекенсем вара стадионра хаваслă стартсем йĕркелерĕç. 9-11 классенче вĕренекенсем спорт уявĕнче сывлăхĕсене тĕреклетрĕç. Шупашкарти "Акконд" кондитер фабрикинче экскурсире пулни те нумайлăха асра юлĕ. Вĕренекенсем пылак продукци кăларакан цехсенче пулчĕç, пурте юратакан шоколад мĕнле "çуралнине" хăйсен куçĕсемпе курчĕç. Шкулти "Асамат кĕперĕ" ача-пăча организацийĕн чи хастар членĕсем Маша Дмитриева, Аня Якушова, Юля Шигарева тата Маша Федорова Шупашкара, Президент елкине кайма тивĕç пулчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 января 2007
00:00
Поделиться