Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Физкультурăпа спорт комплексĕ _ сывлăх центрĕ

 

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, ял ĕçченĕсен уявне килсен, Шăмăршăра физкультурăпа спорт комплексĕ тăвас тĕлĕшпе пулăшма шантарнăччĕ. Президент хăйĕн сăмахне нихăçан та çилпе вĕçтермест, мĕн палăртнине пурнăçлатех. Эрне кун, январĕн 12-мĕшĕнче, Шăмăршăра "Чăвашстройпроект" проект институчĕ" ООО представителĕсем пулнă чух район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата институт директорĕ В.А.Захаров физкультурăпа спорт комплексĕ пулмалли вырăна çитсе курнă. Комплекс Шăмăршăри стадион территорийĕнче, унчченхи ДЮСШ çурчĕ вырăнĕнче çĕкленĕ. Икĕ хутлă кирпĕч çуртра икĕ бассейн (25х8,5 тата 10х6 виçеллĕ), тренажер залĕпе бокс залĕ, тренировкăсем ирттермелли пỹлĕмсем пулĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 января 2007
00:00
Поделиться