Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çирĕм çул _ район пуçĕнче

 

В.П.ФАДЕЕВ Шăмăршă районĕн "тилхепине" пуçласа тытнăранпа 20 çул çитрĕ. 20 çул... Калама кăна çăмăл _ çак тапхăрта мĕнле кăна йывăрлăх тỹссе ирттерме тивмен-ши Валерий Петровичăн? Çапах хуçăлман, чун-чĕрери хавхалану чакман, района çирĕппĕн те пултаруллă малалла ертсе пынă. Вăл тỹрремĕнех тăрăшнипе район общество инфраструктури аталанăвĕпе республикăра чăн малтисен ретне тухнă, халĕ шăмăршăсен çитĕнĕвĕсене Раççей Президенчĕ В.В. Путин та пĕлет. "Эпĕ ялта (Шăмăршăра) ятарласа хитрелетсе кăтартнине мар, чăн пурнăçа куртăм. Кунти ырă тĕслĕхе пĕтĕм Раççейĕпех вĕренсен аван пулĕччĕ", - тенĕччĕ В.В. Путин 2004 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршăра пулнă чух. Пысăк ĕмĕтсемпе, çĕнĕ тĕллевсемпе пурăнать район пуçлăхĕ. Ялсене ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтересси, çулсемпе пурăнмалли çурт-йĕрсем тăвасси, ял хуçалăхне аталантарасси, халăх пурнăçне лайăхлатсах пырасси, Шăмăршă районĕн ятне-сумне малалла çĕклесси _ кашни кун канăç паман ыйтусем. Умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама Валерий Петровича çирĕп сывлăх, чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх сунатпăр. Ваттисем каланă пек: "Вăй патăр!"

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 января 2007
00:00
Поделиться