Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ВĔСЕМ ЯЛА ИЛЕМ КỸРЕÇÇĔ

 

ПУЛАÇÇĔ вĕт çавăн пек çынсем: вĕсемпе калаçма та кăмăллă, ĕçне пăхсан чун савăнса тăрать, кĕрекене ларсан уява илем кỹреççĕ... Çакăн пек çынсен шутне эпĕ Пуянкассинче пурăнакан Лидия Петровна Антонована кĕртесшĕн. Мĕн пĕчĕкрен хресчен ĕçĕн нуши-тертне пĕлсе ỹснĕ вăл. Нумай ачаллă çемьере çуралнăскер, кил-çуртри ĕçсене тирпейлĕ пурнăçланă, колхоз ĕçĕнче те маттур пулнă. Ялти шкул хыççăн Лидя кỹршĕллĕ Тутарстанри Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулне пĕтернĕ. Аттестатра лайăх паллăсем çеç пулнине шута илсе, ăна Анат Чаткас вăтам шкулне вожатăй пулса ĕçлеме янă. Хастар та пултаруллă хĕре районтисем те асăрханă, ялти депутатсемпе канашласа Пуянкасси ял Совет ĕçтăвкомĕн секретарĕ пулма шаннă. Çак йывăр та канăçсăр ĕçре Лидия Петровна вăтăр çула яхăн тỹрĕ кăмăлтан вăй хунă. Хастарлăхне сума суса, ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе тата нумай Хисеп грамотипе чысланă. Çак шутра Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн тата Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотисем те пур. Манăн Л.П.Антонован тепĕр ырă енне те палăртса хăварас килет. Анат Чаткас шкулĕнче ĕçленĕ чухнех вăл юрă-ташăпа туслăччĕ, пире те халăх фольклорне юратма хăнăхтарчĕ. Юрă-такмакран ĕмĕр тăршшĕпех хăтăлаймарĕ: пирĕн ялти "Ахаяс" фольклор ушкăнĕн активлă юрăçисенчен пĕри вăл. Мăшăрĕпе _ Виталий Николаевичпа иккĕшĕ те концертсенче юрласа-ташласа халăха савăнăç парнелеççĕ. Виталий Николаевич пултаруллă купăсçă та. Телейлĕ мăшăр пĕр ывăлпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Антоновсен тăватă мăнук, вĕсен йышĕ тата та ỹсĕ-ха. Ялти чи тирпейлĕ çуртсенчен пĕри теме пулать Антоновсен кил-çуртне. Пỹрт умĕнчи пахчара çу кунĕсенче хитре чечексем куçа илĕртеççĕ. Кил карти тулли выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕп. Ĕçчен çынсенчен ял тĕлĕнсе тăрать: ăçтан кăна пур çĕре те ĕлкереççĕ-ши Антоновсем? Пахчинче те, кил картинче те, çурт умĕнче те яланах тирпейлĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче Антоновсен çемйишĕн чаплă уяв пулчĕ _ Лидия Петровна 60 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна районтан та, тăван ял-йыш та чун-чĕререн саламларĕç. Салам сăмахĕсем çумне эпир те хутшăнатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Чирлемесĕр, ватăлмасăр пурăнсам 100 çул ытла!



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 января 2007
00:00
Поделиться