Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăнкăр-шăнкăр тăрă шыв...

 

ШĂМĂРШĂ районĕн 80 процентне яхăн вăрмансем йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах район шывпа пуян мар, чылай ялта ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çапах шанăçа çухатмалла мар: Палтиел ялĕ тĕлĕнчи вăрманта, Хырла шывĕ çинче республикăри чи пысăк водохранилищĕне тăваççĕ. Çĕнĕ стройка 2007 çула пĕрремĕш хатĕр объекта _ тимĕр-бетонран тунă шыв пухакан сооружение вĕçленипе кĕтсе илчĕ. Ку вăл _ икĕ çухрăма тăсăлакан пулас плотинан пĕр пайĕ. Черетре _ водохранилищĕне пĕтĕмпех хута яма хатĕрлесе çитересси. Вăл 426 гектар йышăнĕ тата 5 çухрăма тăсăлĕ, вăтам тарăнăшĕ _ 3,75 метр. Водохранилищĕне 16 миллион кубометр шыв шăнăçмалла. Çавна май 250 гектара яхăн вăрмана касмалла. Хальлĕхе 26 гектар касса тасатнă. Водохранилищĕн проектри хакĕ _ 177 миллион тенкĕ. Вăл Шăмăршă районĕпе кỹршĕллĕ Патăрьел районĕнчи ялсене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерĕ. Çавна май водоводсем тума тивет. Хальлĕхе вĕсем хут çинче кăна-ха. Тăкаксем татах ỹсесси халех паллă. Хырлана вăрманти пĕчĕк çырмасем туллилентерĕç, çак шыва тĕплĕн тасатнă хыççăн ĕçме юрăхлă пулĕ. Хырла шывĕ хăйне майлă вăрттăнлăхсене те "упрать" иккен. Тутарстанри геологсем çирĕплетнĕ тăрăх, кунта алмаз пĕрчисем те пур. Çавăн пекех ылтăн хăйăрĕ пурри çинчен те калаççĕ. Тĕрĕс-и ку, шухăшласа кăларнă япала кăна-и, анчах ĕçмелли таса шыв ылтăн-кĕмĕл пекех хаклине йышăнмаллах. Нумай та вăхăт иртмĕ, пирĕн çуртсене пăрăх тăрăх сывлăм пек тăп-тăрă Хырла шыв çитĕ. Çакă Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров халăха ĕçмелли таса шывпа туллин тивĕçтересси пирки йышăннă тĕллевлĕ программа çине ĕçпе ответлени пулĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 января 2007
00:00
Поделиться