Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

СĔТ СУТАСШĂН, АШ-КАКАЙ _ КООПЕРАТИВА ЭС КАЙ

 

"АПК аталанăвĕ" наци проектне йышăннăранпа Шăмăршă районĕнче 3 ял хуçалăх потребитель кооперативне регистрациленĕ. Вĕсем çаксем: Пăчăрлă Пашьелĕнче "Спутник", Кахăрлă Шăхалĕнче "Союз" тата Шăмăршăра "Согласие". Малтанхи иккĕшĕ халăхран выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туянса тупăшлă вырнаçтарас тĕлĕшпе ĕçлĕç, "Согласие" кооператив вара ял çыннисене укçан кредит парса пулăшĕ. Хальлĕхе кооперативсем пĕтĕм хăватпа ĕçлесе каяйман-ха, çывăх вăхăтра пăр вырăнтан тапранасса кĕтме пулать. "Спутник" кооператив ертỹçи А.Сатеев каланă тăрăх, ялта ĕнесем пăруласа пынă май часах халăхран сĕт йышăнассине йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кооперативри сĕт йышăнакан пункт валли 500 пин тенкĕлĕх оборудовани уйăрнине çирĕплетекен документ панăччĕ. Хальхи вăхăтра пункт сĕт йышăнма хатĕр, кунта ĕçлеме специалистсем вĕрентсе хатĕрленĕ. "Союз" кооператив (Г.Макаров) халăхран сĕт тата аш-какай, çавăн пекех çĕр улми туянас тĕлĕшпе ĕçлĕ. Малашне ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарас хуйхă пĕтессе, мĕн çитĕнтернине _ туса илнине халăх вырăнтах сутма пултарасса çирĕп шанса тăратпăр. "Согласие" кооперативăн та малашлăхĕ пысăк: çурт-йĕр лартакана е пысăк япала туянакана сахал процентпа укçа кредичĕ парса пулăшнине ырламалла кăна. Республикăра кредит кооперативĕсем хăвăрт аталанса пынине шута илсен, шăмăршăсене те ăнăçу çеç сунас килет. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев потребитель кооперативне кашни ял поселенийĕнчех йĕркелемелле тесе шутлать, çакă килти хушма хуçалăхсене аталантарма сисĕмлĕ пулăшу парĕ. Кооператив йĕркелеме пултаракан харсăр çынсем çук мар, çĕнĕ ĕçе пуçăнни хăйсемшĕн те, халăхшăн та усăллă пулĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 января 2007
00:00
Поделиться