Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район аталанăвĕ - республикăшăн ырă тĕслĕх

 

ТĂВАН Шăмăршă районĕ илемленсе, çĕнелсе пыни чуна савăнтарать. Хуть те хăш яла пырсан та ырă улшăнусем куратăн. Район çул тăвассипе те, çурт-йĕр лартассипе те, шыв кĕртессипе те республикăра малтисен шутĕнче. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ахальтен мар ĕнтĕ ытти район пуçлăхĕсене шăмăршăсенчен тĕслĕх илме сĕнет. Шăмăршă районĕн общество инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе пухнă паха опычĕпе паллашма Тутарстанран та, Ульяновск облаçĕнчен те килеççĕ. Кăçал район 80 çул тултарать. Ман шутпа, çак уява шăп та лăп ăна йĕркеленĕ кун мар, маларах _ районти Акатуйра паллă тумалла. Кун пек тусан уяв илемлĕрех те пулĕччĕ, халăх асĕнче нумайлăха юлĕччĕ. Акатуя районтан тухнă паллă çынсене те чĕнесчĕ, ĕçре ырă ят çĕнсе илнĕ ватăсене те хисеп тăвасчĕ. Паллах ĕнтĕ, уяв сценарине тĕплĕн шухăшласа, ăста хатĕрлемелле. Вырăнти сăвăçсемпе юрăçсен тăван Шăмăрша мухтакан хайлавĕсене пысăкрах вырăн памалла. Ялсенчи Акатуйсене те район 80 çул тултарнине халалласчĕ. Малтанхи колхозниксене, ытти ĕçре чапа тухнисене чысласчĕ. Акатуй умĕн ялсене тирпей-илем кĕртесчĕ, уява пур çĕрте те тĕплĕн хатĕрленсе, савăк кăмăлпа кĕтсе илесчĕ. Ку _ манăн шухăш, тен, ыттисем тата лайăхрах сĕнỹсем парĕç?



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 января 2007
00:00
Поделиться