ИСКРА ИНКЕ
ЭПĔ пынă чухне Искра инке майĕпен кăна пĕчĕк пỹрт урайне çăватчĕ. Куçĕ курмасть пулин те, алă туйăмĕпе хыпаласа мунчалапа сăтăрса пырать. Урай çуса тухасса кĕтсе тăма мана аван мар пулчĕ. Тархасласа ыйтсан та урай мунчалине мана памарĕ, хăех тап-таса çуса тухрĕ. Час-часах килеймен кинне чăрмантарас темерĕ пуль. Эпĕ мĕншĕн килнине пĕлсен питĕ савăнчĕ. Унтан иксĕмĕр те пĕчĕк сĕтел хушшине хире-хирĕç лартăмăр. Пăхатăн та ун çине, вăл нумай хура-шур курнине туятăн. Çакна ун йывăр ĕçре хытнă аллисем, çамки çинче картланнă тарăн йĕрсем систереççĕ. _ Çапла, 70 çул тултарнине сисмесĕрех юлтăм, анчах хама чунпа çамрăк туятăп-ха, - пуçларĕ Искра Васильевна Смаева. _ Эпĕ 1936 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Атте, Василий Алексеевич Рябов, Васан каччи, анне, Ольга Марковна Морозова, Чаткас хĕрĕ пулнă. Иртен тытăнса каçчен хура çĕр çинче пилĕк авнă, анчах лайăх пурнăç курайман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕнче патшалăх Упи тăрăхĕнче çĕр уйăрса панă. Ĕçлеме юратакан вăйлă арçынсем Виçпỹртрен, Пуянкассинчен, Васантан, Хайпăларан çемйисемпе çав çĕрсем çине куçа-куçа кайнă. Çавна май Хайпăла, Виçпỹрт, Васан паççулккисем пулса тăнă. Ман аттепе анне те Васан паççулккине куçса кайнă, пĕрлешỹллĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан колхоза кĕнĕ. Анчах тăван вырăн хăй патнех туртнă, аттепе анне каялла Васана куçса килнĕ. Эпĕ ун чухне сăпкари ача пулнă. Çапла, Искрăн ашшĕпе амăшĕ пысăк ĕмĕтсемпе пурăннă. Тăватă ача çуратнă вĕсем, пысăкрах çурт тăвасчĕ тесе шухăшланă. Анчах вĕсен ĕмĕтне хаяр вăрçă татнă. Ваççа та, çемйипе йĕре-йĕре сыв пуллашса, фронта тухса кайнă. Пĕтĕм йывăрлăх Улька çине тиеннĕ. Искра ун чухне пиллĕкре çеç пулнă. Çимелли çитменрен, курăк яшки, крахмал пашалăвĕпе хырăма улталанă. Хуйхă çине хуйхă килсех тăнă. Улькан икĕ ачи сасартăк чирлесе вилсе кайнă. Аслă хĕрĕ Тарье те çут тĕнчерен уйрăлнă. Искра çеç вилеймесĕр юлнă: амăшĕпе пĕрле çунапа вутă-шанкă туртнă, колхозра ĕçленĕ. Ашшĕ çырусем ярсах тăнă, тăшмана хирĕç вирлĕн çапăçнине пĕлтернĕ, часах киле таврăнма шантарнă. Шел, Ваççа вăрçă чарăннă кун Берлинта тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Мĕнле кĕтнĕ Улькапа Искра юратнă мăшăрне, ашшĕне! Ĕмĕр тỹрленейми суран юлнă вĕсен чĕринче. Искра шкулта виçĕ класс çеç пĕтерейнĕ: пурнăçĕ калама çук йывăр пулнă. Çап-çамрăкла амăшĕпе колхозра ĕçленĕ: утă çулнă, ыраш вырнă, утă-улăм турттарнă, кантăр, пуса татнă. Вун ултă çула çитсен Искра сысна фермине ĕçе вырнаçнă, 6 çул ĕçлесен ĕне фермине куçнă. 16 ĕне сунă вăл. Пур ĕçе те алă вĕççĕн тунă. Скотниксемпе пĕрле утă-улăм турттарнă, чĕкĕнтĕр кăларса килнĕ, витресемпе шыв йăтса ĕнисене шăварнă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна хаклă парнесем парса чысланă. 24 çул тултарсан Искра Алексей Петрович Смаева качча тухнă. Мăшăрĕн хăйĕн 3 ача пулнă. Искра вĕсене пĕрре те уйăрман, лайăх пăхнă. Пĕчĕк пỹртре пурăннă пулсан та телейлĕ пулнă вĕсем, çемйи те хушăнсах пынă. Йывăр хуйха чăтаймасăр Искрăн амăшĕ чирлесех тăнă, юлашкинчен сĕм суккăр пулнă. Амăшне пăхас тесе Искра çем-йипе тĕп çурта пурăнма куçнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай усранă, амăшне те пăхнă. Искра инке нимле ĕçрен те хăраман: ĕне, сысна, пăру вити тунă çĕрте вăй хунă. Тăрăшса ĕçлени сая кайман, "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ, "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята илнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 5 çул "Гвардеец" совхозра ĕçленĕ. Искра инке мăшăрĕпе 9 ача çитĕнтернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. 6 ывăлĕ те салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Тăхăр ача çуратса ỹстернĕшĕн Искра инкене "Ача амăшĕн мухтавĕ" орденпа наградăланă. Унăн икĕ ывăлĕ ялтах тĕпленнĕ, кỹршĕре пурăнаççĕ. Мĕн чухлĕ мăнук тата! Куç тулли илем. Ватлăх çулĕсем пуссан та Искра инке чунĕнче пурăнас шанчăк иксĕлмен-ха. Ăна пурнăçра чăтăмлăх, мăшăрĕпе телейлĕ пурăнса ирттерме, ачи-пăчисемпе савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх сунас килет.
"Шăмăршă хыпарĕ"