Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе

 

КАШНИ тунти кунпа шăмат кунах район администрацийĕнче граждансене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ. 2006 çулта район пуçлăхĕ 179 çынна йышăннă, кашни ыйту тăрăхах уçăмлă калаçу пулнă. Пĕтĕмпе вара район администрацине 840 çын çырупа пынă. Вĕсен 92,8 процентне ăнăçлă татса панă, ытти ыйтусем пирки каласа ăнлантарнă. Граждансем район администрацине çурт-йĕр лартас (54 процент), килти хушма хуçалăха пысăклатма çĕр лаптăкĕ илес ыйтусемпе (8,9 процент) ытларах пынă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 января 2007
00:00
Поделиться