ЯНВАРĔН 13-МĔШĔНЧЕ ХĔЛЛЕХИ СЕЗОН УÇĂЛАТЬ
КАЯРАХ юлса пулин те, спорта юратакансем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç-тăчĕçех. Январĕн 13-мĕшĕнче, шăмат кун, Анат Чаткасра хĕллехи спорт сезонне уçнă ятпа йĕлтĕрçĕсен эстафети иртĕ. Унта районти шкулсен, ял поселенийĕсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен командисем хутшăнĕç. Ăмăртусем ирпе 10 сехетре пуçланаççĕ. Йĕлтĕрпе ярăнма юратакансене пурне те Анат Чаткас ялне, хĕллехи спорт уявне чĕнетпĕр.
"Шăмăршă хыпарĕ"