Витесем выльăхпа тулĕç, механизаципе пуянланĕç
"АГРОПРОМЫШЛЕННОÇ комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕ те - яла çĕклемелли, хресчен пурнăçне лайăхлатмалли пысăк пулăшу. Патшалăх ял хуçалăхне ура çине тăратассишĕн çунакан пуçаруллă çынсене çăмăллăхлă кредит парса пулăшать. Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, районта 2015 çулчченхи тапхăр валли ятарлă программа туса хатĕрленĕ, унта выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине тĕп тимлĕх уйăрма пăхнă. Хуçалăхсенче сакăр фермăна тĕпрен çĕнетмелле е çĕнĕ витесем тумалла. Çакна пурнăçлама патшалăхран 8 миллионтан пуçласа 52 миллион тенкĕ таран çăмăллăхлă кредит илеççĕ. Кун валли бизнес-плансем туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Уйрăммăн илсен, "Шанс", "Мир", "Искра" хуçалăхсем 200-шер выльăх вырнаçакан ĕне витисене тĕпрен реконструкцилĕç, вĕсенче молокопровод та вырнаçтарĕç. "Восход" хуçалăхра 200 вырăнлă ĕне витине тата 1500 вырăнлă сысна витине тĕпрен реконструкцилеме, ĕне витине молокопровод вырнаçтарма пăхнă. Самăртакан сыснасен витинче автоматлă кормушкăсем пулĕç. "Карла" ОООра (Карапай Шăмăршă ялĕ) 400 пуç вырнаçмалли ĕне витине реконструкцилемелле, сĕт сумалли зал пулмалла тата 1500 пуç сысна вырнаçмалли витене çĕнетсе урăхлатмалла. "Карлинская" Агрофирма" хуçалăхра та 200 пуç ĕне вырнаçмалли витене реконструкцилеççĕ тата молокопровод вырнаçтараççĕ. "Бездна" фермер хуçалăхĕнче (А.Сатеев) те 200 пуç ĕне валли вите, ĕне сумалли зал тума шутлаççĕ. "Нива" ЗАОра та 150 ĕне вырнаçмалли витене тĕпрен çĕнетме, молокопровод вырнаçтарма палăртнă. Çĕнетсе урăхлатнă витесенче таса ăратлă выльăхсем çеç усрĕç, çакă продуктивлăха нумай ỹстерме пулăшмалла. Ку тĕлĕшпе малтанхи утăма тунă ĕнтĕ: 2006 çулта хуçалăхсем 186 ăратлă ĕне выльăх, 34 сысна, 30 сурăх, 1 лаша туяннă. Ĕнесенчен "красногорбатовская", сыснасенчен "крупная белая", сурăхсенчен "романовская" ăратсене ытларах килĕштереççĕ. Кăçал 210 ĕне выльăх (пурте - "красногорбатовская" тата хура-ула ăратлисем), 90 сысна ("крупная белая"), 50 сурăх ("романовская") туянасшăн. Лаша ĕрчетесси çине пысăк тимлĕх уйăрса, ăратлă 3-4 кĕсре туянма та шутлаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх шутне ỹстернĕ май, утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсем ытларах хатĕрлесси çивĕч ыйту пулса тăрать. Хуçалăхсенче нумай çул ỹсекен курăксем ытларах акма шутлаççĕ. Çавăн пекех соя тата третикали культурисем валли те пысăк лаптăксем уйăрĕç. Выльăх апачĕ хатĕрлекен çĕнĕ техника туянасшăн. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, хамăр ентеш В.Ф.Ермолаев та Шăмăршă райо-нĕнче темиçе пин пуç сысна ĕрчетмелли комплекс тăвасшăн. Ял çыннисем валли ĕç вырăнĕсем нумайланĕç. Çапла вара халăх пурнăçĕ лайăхланса пырĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, яланах мал ĕмĕтпе пурăнаканскер, шкултан вĕренсе тухакан çамрăксене выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăннă аслă е вăтам вĕренỹ заведенийĕсене кĕме сĕнет. Çамрăк специалистсен ĕç вырăнĕ шыраса нушаланмалла пулмĕ, çемье çавăрсан çурт-йĕр лартма та пулăшĕç. "Шăмăршă тăрăхĕ - республикăра нумай-нумай ырă ĕçсемпе тата лайăх пуçарусемпе палăрнă район, - тет В.П.Фадеев. - Выльăх-чĕрлĕх отрасльне çỹллĕ шая çĕклени халăха ĕçпе тивĕçтерме тата район экономикине тĕреклетме, çапла вара кашни çын пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ. Витесене хальхи вăхăтри оборудованипе пуянлататпăр, фермăри ĕç нуша мар, савăнăç çеç кỹрĕ. Çамрăксем ялтах ĕç тупни, çурт-йĕр лартни демографи лару-тăрăвне те лайăхлатма пулăшĕ". Çак сăмахсемпе пĕтĕмпех килĕшес килет. Наци проектне шăпах çамрăк алăсен вăйĕпе пурнăçламалла мар-и вара?