Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Турăм, лартрăм шурă çурт..."

 

ÇАМРĂКСЕМ - пирĕн пуласлăх, тетпĕр час-часах. Шел пулин те, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерме, çурт-йĕр çавăрма патшалăх шайĕнче пулăшсах кайман. Паллах, район хăй тĕллĕн çеç çамрăксен пур ыйтăвне те татса пама вăй çитереймест. Çавăнпа та пурăнмалли çурт-йĕр пирки йышăннă наци проектне ватти те, çамрăкки те ырласа кĕтсе илчĕ. Çак проект пурнăç çулĕ çине тин çеç тăнă каччăсемпе хĕрсене тăван атте-анне çĕрĕ çинче çирĕплетсе хăварма, çапла вара яла çамрăклатма, çĕнетме пулăшмалла. Наци проекчĕн программипе килĕшỹллĕн, 2006 çулта районта пурĕ 14550 тăваткал метр чухлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тунă. Çав шутра Шăмăршăра 782 тăваткал метр лаптăклă, 15 хваттерлĕ çурт тата ялсенче харпăр-хăйсен çурчĕсем (13368 тăваткал метр) çĕкленнĕ. Районта çурт-йĕр лартас тĕлĕшпе патшалăхăн темиçе программи ĕçлет. Акă, граждансене кивĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕнĕ вырăна куçармалли программăпа 8 çемьене пурăнмалли çуртпа тивĕçтернĕ. "Социаллă çурт-йĕр" программăпа ял поселенийĕсен бюджечĕсенчи 1032000 тенкĕ укçапа усă курнă, пурĕ 169 тăваткал метр чухлĕ çурт тунă. Кунсăр пуçне, çак программăпах халăх 574 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă. "Ветерансем çинчен" тата "Раççей Федерацийĕнчи инвалидсене социаллă пулăшу парасси çинчен" Федераллă программăпа килĕшỹллĕн, 7 çынна 215,03 тăваткал метр чухлĕ (1556100 тенкĕлĕх) пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ. "Пурăнмалли çурт" программăна пурнăçласа, 4 çемьене 6 процентлă "Социаллă ипотека" кредичĕ - пурĕ 600000 тенкĕлĕх - парса пулăшнă. "Çамрăк çемье" программăпа 9 çемьене 2470056 тенкĕ субсиди уйăрса панă. Çак программăпах 17 çамрăк çемье 6300842 тенкĕ çăмăллăхлă ипотека кредичĕ илнĕ, 32 çемьене 1978000 тенкĕ 15 процентлă субсиди панă. "Ялсен социаллă пурнăçне 2010 çулччен аталантарасси" программăпа 10 çемье 960000 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, 1003,37 тăваткал метр çурт тунă е хваттер туяннă. Çỹлте асăннă программăпах ялта пурăнакан 20 çамрăк специалист 2320000 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди илнĕ, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă. Пирĕн вулакансем, уйрăмах çамрăксем, "Çамрăк çемье" программăпа субсиди илмелли йĕркене, условисене ăнлантарса пама ыйтаççĕ. Республика Стройминĕ пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра Федерацин 2002-2010 çулсенчи тĕллевлĕ программине улăштарса йышăннă, вăл çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшмалла. Çĕнĕ программăпа килĕшỹллĕн, çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма, çав шутра хваттер туянма е çурт тума илекен ипотека кредичĕ панă чух пуçламăш взноса тỹлеме çак виçерен кая мар субсиди параççĕ: çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 35 проценчĕ чухлĕ (10 проценчĕ - федераци бюджетĕнчен, 25 процентĕнчен кая мар - регионсен е вырăнти бюджетсен укçи) - ачасăр çемьесене, çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 40 проценчĕ чухлĕ (10 проценчĕ - федераци бюджетĕнчен, 30 процентĕнчен кая мар - регионсен е вырăнти бюджетсен укçи) - пĕр е ытларах ачаллă çамрăк çемьесене. Субсиди илмелли списока кĕрес тесен, çамрăк çемьен çак условисене тивĕçтермелле: упăшкин е арăмĕн 30 çултан аслăрах пулмалла мар тата çемьен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене чăннипех лайăхлатмалли пирки йышăнни кирлĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2007
00:00
Поделиться