Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Культура учрежденийĕсен юбилейĕ

 

Карапай Шăмăршăра культурăн пĕрремĕш учрежденийĕ уçăлнăранпа 70 çул çитнине çак кунсенче ял-йыш анлăн палăртса ирттерчĕ. Вулав çурчĕ _ ăна хăй вăхăтĕнче изба-читальня тенĕ _ 1936 çулта кĕркунне, кулак тесе пурлăхне туртса илмелле тунă Николай Алексеевич Гавриловăн пысăк пỹртĕнче уçăлнă. Изба-читальня пĕр вăхăтрах библиотека ĕçне те, клуб функцине те туса пынă. Савăнăçлă пухăва кĕске сăмах каласа ял поселени пуçлăхĕ В.В.Денисов уçрĕ. Ялта культурăн пĕрремĕш учрежденийĕ уçăлнă ятпа ял-йышпа культура ĕçченĕсене райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Г.Н. Обаськин, культура работникĕсен профсоюзĕн районти комитечĕн председателĕ Л.Н. Владимирова, Шăмăршăри халăх театрĕн режиссерĕ В.А. Львова, ялти ĕç ветеранĕсем, педагогсем, медицина ĕçченĕсем тата ыттисем саламларĕç, библиотекăпа клуб ĕçченĕсене ĕçре малашне те творчествăлла ăнăçу сунчĕç, премисемпе чысларĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи художество коллективĕ, шкулти, ача сачĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем ял-йыша пысăк концертпа савăнтарчĕç. Ял çыннисем клубпа библиотека ĕçĕнчи тĕрлĕ тапхăрсене çутатакан стендсемпе, альбомсемпе те паллашрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2007
00:00
Поделиться