ГРАЖДАНСЕН ПРАВИСЕНЕ ХỸТĔЛЕССИ _ ТĔП ТĔЛЛЕВ
1722 Çулхи январĕн 12-мĕшĕнче 1 Петĕр патша Раççейре прокуратура туса хурасси пирки Указ кăларнă. Çапла вара, Раççей Федерацийĕн прокуратурине йĕркеленĕренпе 285 çул çитрĕ. Указ тухнăранпа нумай улшăну пулса иртнĕ, патшалăх тата общество малалла аталанса пынă, анчах прокуратурăн функцийĕсем улшăнман. Граждансен конституцилле прависене тата ирĕклĕхне, патшалăх интересĕсене хỹтĕлесси, преступленисемпе кĕрешесси, правăна сыхлакан тата тĕрĕслесе тăракан органсем саккунсене мĕнлерех пăхăнса ĕçленине пăхса тăрасси _ прокуратурăн тĕп тĕллевĕсем. Хальхи вăхăтра прокуратурăра прокурор, унăн заместителĕпе помощникĕ, следователь, специалист тата 2 техработник ĕçлеççĕ. Çамрăк коллектив Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокуратури тата Чăваш Республикин прокуратури лартнă задачăсене туллин пурнăçласа пырать. Район прокуратурин задачисемпе функцийĕсем вара питĕ анлă та тĕрлĕ енлĕ. Граждансен ĕç прависене хỹтĕлессине прокуратура пысăк тимлĕх уйăрать. Прокурор искĕсем тăрăх _ вĕсем 2006 çулта 500-ре яхăн пулнă _ суд урлă работниксем валли 1 миллион та 140 пин тенкĕ ĕç укçипе ытти тỹлевсем шыраса илнĕ. Пĕтĕмĕшле надзор ĕçне пурнăçласа, предприятисемпе организацисенче вун-вун тĕрĕслев ирттернĕ, саккунсене тĕрлĕ майпа пăснă 1 пин ытла факт тăрăх 300 представлени çырнă, должноçри 250 çынна дисциплинарлă тата пурлăх тĕлĕшĕнчен ответ тыттарнă. Çавăн пекех, прокурор постановленийĕпе килĕшỹллĕн, правăна пăснă 80 çынна административлă майпа айăпланă, предприятисемпе организацисен руководителĕсен законодательствăна хирĕçлекен 130 право акчĕпе приказне пăрахăçланă. Районти шалти ĕçсен пайĕпе, вырăнти самоуправлени органĕсемпе прокуратура тачă çыхăнса ĕçлет. Пĕрлехи вăйпа ĕçленĕ май, уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ, çав шутра çынна вĕлересси, çынна йывăр суранласси, уççăн çаратасси (грабеж) тата хурах пусасси (разбой) районта ỹсмен, ют пурлăха вăрласси чакнă.Йывăр преступленисенчен сыхланса, çемьесенче, урамсенче, ытти вырăнсенче çын çине алă çĕкленĕ фактсене, ытти пысăках мар преступленисене тупса палăртасси çулран-çул ỹссе пырать. Çул çитменнисем хушшинче преступлени тăвасси чакнă. Кунта профилактика системин субъекчĕсем пĕрлехи вăя пĕтĕçсе ĕçлени сисĕмлĕ результат панине палăртмалла. Уголовнăй суд производствинчи граждансен конституцилле прависене хỹтĕлесси, урăхла каласан, айăпсăр çынсем уголовнăй майпа ан айăпланччăр тесе тĕрĕслесе тăрасси те прокуратурăн тĕп задачи пулса тăрать. Районти шалти ĕçсен пайĕнчи должноçри çынсен законодательствăна хирĕçлекен йышăнăвĕсене прокуратура пăрахăçлать. Районти прокуратура район çыннисен заявленийĕсемпе, жалобисемпе тимлĕн ĕçлесе пырать. Пĕлтĕр прокуратурăра 300 ытла гражданин пулчĕ, вĕсен тĕрлĕ ыйтăвĕсене пăхса тухса тивĕçлĕ пулăшу панă. Статьяна вĕçленĕ май, районти прокуратура коллективне, прокуратура ветеранĕсене профессилле уявпа _ Раççей Федерацийĕн прокуратурин работникĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунатăп. Йывăр ĕçре яланах ăнăçу пултăр.