Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чи лайăххисене палăртĕç

 

ÇАК кунсенче ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерстви, наци проек-чĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртекен чи лайăх шкулсен, 2007 çулхи чи лайăх учительсен конкурсĕн условийĕсене пĕлтернĕ. Чи лайăххисене уçă конкурспа, общество экспертизин мелĕпе суйласа илеççĕ. Педагогсемпе канашласа икĕ критери палăртнă: хутшăну критерийĕ тата суйлав критерийĕ. Пĕрремĕшĕ конкурса хутшăнма май пуррине палăртать. Тĕслĕхрен, учителĕн аслă педагогика пĕлĕвĕ, шкулта тулли ставкăпа ĕçлени, 3 çултан кая мар стаж, аслă е пĕрремĕш квалификаци категорийĕ, педагогсен совечĕ ырлани кирлĕ. Шкулшăн хăйĕн юридици статусĕ, баланс, лицензи, аккредитаци, патшалăх _ общество управленийĕ пурри, юлашки виçĕ çулта саккуна пăснă тĕслĕх пулманни, аталану программи пурри пысăк пĕлтерĕшлĕ. Суйлав критерине инновации аталанăвĕн кăтартăвĕсем кĕреççĕ. Учительсемшĕн ку _ шкул ачисен вĕренĕвĕпе, класс тулашĕнчи ĕç-хĕлпе çыхăннă çитĕнĕвĕсем, хальхи вĕрентỹ технологийĕпе усă курни, хăйĕн опытне сарни, педагогсен конкурсĕсене хутшăнни тата ытти те. Шкулсемшĕн _ вĕрентỹпе воспитани кăтартăвĕсен пысăк пахалăхĕ, ачасен сывлăхĕн кăтартăвĕсем, хăрушсăрлăхĕ, профиль умĕнхи тата вĕрентỹпе профиль йĕркелени. Çак критерисем конкурса хутшăнма май параççĕ. Районта укçан паракан грантсене çĕнсе илме тивĕçлĕ учительсемпе шкулсем çук мар. Вĕсене конкурса хăюллăн хутшăнма сĕнетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2007
00:00
Поделиться