Çамрăксем пуçа усмарĕç
"ШĂМĂРШĂ районĕн çамрăкĕсем: 2006-2010 çулсем" программа çинчен, ахăртнех, кашниех илтнĕ пулĕ. Ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ялсен поселенийĕсен, учрежденисен, предприятисемпе организацисен çамрăкĕсем хушшинче ятарлă конкурс йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра районта 3276 çамрăк пурăнать. Иртнĕ çул вĕсен хушшинчи ĕçсĕрлĕхе самаях чакарма май килчĕ. Çу кунĕсенче çул çитмен çамрăксем те ĕç вырăнĕ тупрĕç. "2006 çулти ачасен чи лайăх производства бригади" конкурсра, акă, Палтиел вăтам шкулĕ çĕнтерчĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕ вара ачасен производство бригадине йĕркелекен чи лайăх учреждени пулни палăрчĕ. Çамрăксен политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрлĕ пулма пулăшасси. Иртнĕ çул кăна 17 çамрăк çемье 6.300842 тенкĕлĕх кредит, 18 çамрăк çемье 1279640 тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Çамрăксене пултарулăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарасси те _ тĕп тимлĕхре. Иртнĕ çул районти çичĕ çамрăк ЧР Президенчĕн, шкулсенчи вун пĕр вĕренекен район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендисене тивĕçнĕ. Çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси те манăçа тухмасть. Ку тĕлĕшпе районта çарпа патриотизмăн икĕ клубне, çамрăк армеецсен 18 отделенине йĕркеленĕ. "Зарница" тата "Орленок" вăйăсене çеç пурĕ виççĕре яхăн çамрăк армеец хутшăннă. Уйрăм ачасем республика шайĕнчи ăмăртусенче те лайăх результатсемпе савăнтарчĕç. Оборонăллă-массăллă тата спорт уйăхлăхĕ те _ ырă пулăм. Йăлана кĕнĕ йĕркепе, пĕлтĕр те Раççей Геройне О. Долгова халалланă патриотла юрăсен фестивалĕ пулса иртрĕ, районти çар комиссариачĕпе пĕрле призывниксен кунне, çара кайма хатĕрленекен çамрăксен спартакиадине йĕркеленĕ. Район администрацийĕ çу-мĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси те пысăк ĕç тăвать. "Çул çитмен çамрăк" комплекслă профилактика операцийĕ, "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн", "Çул çитмен çамрăксем тата çемье", "Милици тата ачасем" акцисен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Çамрăксем спортпа ытларах кăсăкланма пуçлани те савăнтарать. Вĕсем тĕрлĕрен ăмăртусене хаваспах хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра районта сакăр спорт клубĕ ĕçлет. Иртнĕ çул тĕрлĕ шайри аллă ытла спорт мероприятийĕ пулса иртнĕ, вĕсене Анат Чаткас, Пуянкасси, Карапай Шăмăршă, Шăмăршă ялĕсен поселенийĕсен çамрăкĕсем пысăк активлăхпа хутшăннине палăртса хăварас килет. Халĕ районта шкул ачисен 13, çамрăксен 11 обществăлла пĕрлешĕвĕ шутланать, вĕсем те пĕлтĕр сахал мар мероприяти ирттерчĕç. Çамрăксемпе районти тĕп больницăра, Шăмăршă вăтам шкулĕнче, "Елочка" санаторире лайăх ĕçленине палăртса хăварасах пулать.