Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăк пулсан та пысăк авторитетлă

 

 Михаил Анатольевич Викторов учителĕн ĕç стажĕ пуçланнă кăна-ха темелле. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн икĕ çул каялла килнĕ вăл Васанти вăтам шкула. Çамрăк та сăпайлă каччăна аслă классенче истори, обществоведени тата право предмечĕсене вĕрентме шаннă. Малтанхи уроксенчех учитель предмета лайăх пĕлни, çĕнĕ темăна ачасене лайăх ăнлантарса пама пултарни палăрнă. Уçăмлă та ăнланмалла калаçни те ачасен тимлĕхне ỹстерет. Михаил Анатольевич уроксенче дидактика материалĕсемпе, хальхи çĕнĕ технологи меслечĕсемпе, компьютер техникипе анлăн усă курать. Уроксенче ачасене хăйсем тĕллĕн шухăшлама, сăнама, пĕтĕмлетỹсем тума хăнăхтарать. Занятие хатĕрленнĕ чух тĕрлĕ хаçат-журналпа, справочниксемпе тата словарьсемпе, картăсемпе усă курать, ачасене те вĕсемпе ĕçлеме вĕрентет. Михаил Анатольевич учитель кĕске вăхăтрах шкул коллективĕнче пысăк авторитет çĕнсе илчĕ, ăна ачасен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. Çамрăк учитель шкулти тата ялти обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать, яланах халăх хушшинче, ачасен умĕнче пулма тăрăшать. Уроксем хыççăн вăл ачасене шахмат вăййин вăрттăнлăхĕсене алла илме вĕрентет, шахмат кружокне ăста ертсе пырать. Канăçсăр учитель çитес вăхăтра краеведени ĕçне те пуçăнасшăн. Ялти халăх музейĕнче вăл _ яланах кĕтнĕ çын, ачасене те унта илсе пырать. Хăйĕн тăван Палтиел ялне кашнинчех каçа юлса таврăнма тивсен те, пуçне усмасть. Яланах хавхалануллă та мал ĕмĕтлĕ вăл, унăн чĕринче çамрăк хастарлăх иксĕлмест. Професси ăсталăхне ỹстерсе пыма ăна опытлă педагогсем М.Г.Еремеевпа Г.Н.Ларшников пулăшса-вĕрентсе пыраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2007
00:00
Поделиться