Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ÇĔНĔ ÇУЛТИ ПĔРРЕМĔШ ПЕПКЕ

 

КИВĔ ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Татьяна Николаевнапа Сергей Михайлович Яковлевсемшĕн (иккĕшĕ те сывлăх хуралĕнче ĕçлеççĕ) çак кунсенче пысăк савăнăç пулчĕ. Çемьере виççĕмĕш ывăл çуралнă, телейлĕ ашшĕпе амăшĕ ăна Никита ят панă. Çĕнĕ çулти пĕрремĕш ача çуралнă ятпа Яковлевсене район пуçлăхĕ В.П.Фадеев чĕререн саламларĕ, хаклă парнепе чысларĕ. "Ача çулталăкĕнче ачасем ытларах çураласса шанса тăратпăр, - терĕ Валерий Петрович. _ Ача нумай çуралсан ял та илемлĕрех, çĕршыв та тĕреклĕрех".



"Шăмăршă хыпарĕ"
10 января 2007
00:00
Поделиться