Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Шуряков - виççĕмĕш

 

Нумаях пулмасть республикăри "Хыпар" хаçат йĕркеленĕ кире пуканне çĕклекенсен Пĕтĕм Раççейри турнирĕнче Шăмăршăра пурăнакан ĕç ветеранĕ В.П.Шуряков та вăй виçнĕ. 16-шар килограмлă кире пуканĕсене икĕ алăпа пĕр харăс йăтса илсе тата вĕсене сулахай, сылтăм алăсемпе уйрăммăн çĕклесе Владимир Петрович 191 очко пухнă, 60 çул урлă каçнă, 80 килограмран ытларах виçеллĕ спорт ветеранĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. В.П.Шурякова судьясен коллегийĕ "Хыпар" хаçат кубокĕпе, бронза медальпе тата укçа премийĕпе чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться