ТИНЕХ
ТИНЕХ, тинех хĕл çитрĕ пулмалла: раштав уйăхĕн вĕçĕнче тавралăх шурă юрпа витĕнчĕ, хресчен урапине картана упрама хурса çуна çине ларчĕ. Уй-хирте юр нумай мар-ха, анчах шурă чатăр хулăнлансах пырасса кĕтетпĕр. Юр нумайрах _ тырă вăйлăрах, тенĕ ваттисем. Çапла пултăрччĕ. Вăтăр çул ытла хаçатра ĕçлесе район çĕрĕсем йĕри-тавра темиçе хутчен те çуран утса çаврăннă пулĕ. Улмаллăн шурă тăмлă-чуллă хирĕсем те, Патирекпе Чаткасăн хура тăпри те, Карапай Шăмăршăн хăйăрĕ те чуна кĕрсе вырнаçнă. Çак çĕр çинче ĕçлекен çынсем те чуна çывăх. Акă, ял ĕçченĕсен уявĕнче чи хастаррисене чысланă чух пăхса лартăм та, пурте çывăх паллакан çынсем-çке, терĕм хам ăшра. Улмаллăри Лев Грошев, Энтĕрьелĕнчи Николай Воробьев, Пăчăрлă Пашьелĕнчи Николай Анисимов комбайнерсемпе, "Исток" ОООри Алексей Ефимов трактористпа, "Искра" СХПКри Камиль Ялалтдинов водительпе, ытти ĕçченсемпе вырма вăхăтĕнче хирте пĕрле ларса апат çинĕ, çанталăк çинчен, тыр-пул тухăçĕ пирки калаçнă. "Мир" хуçалăхри Агзам Минуллов, "Искра" СХПКри Анатолий Мурзабаевпа "Восход" хуçалăхри Петр Воробьев, "Колос" хуçалăхри Александр Петров, "Карлинская" хуçалăхри Владимир Архипов, "Яблоневка" хуçалăхри Николай Угарин, Игорь Данилов тата Николай Тимофеев, "Агродор" ОООри Владимир Ивановпа Валерий Кудряшов, "Карла" фермер хуçалăхĕнчи Виталий Макаров, "Канаш" фермер хуçалăхĕнчи Петр Макаров механизаторсене чăннипех те çĕр çыннисем теме пулать. Вĕсем мар-и-ха çĕр сухаласа тырă акаççĕ, çум курăксемпе тата хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешеççĕ, уй-хирте тар тăкса çитĕнтернине кĕркунне ырми-канми тăрăшса пуçтарса кĕртеççĕ. Чи пысăк тухăç "Яблоневка" ЗАОра тесен, пĕрре те тĕлĕнмерĕм. Çак тухăçшăн кунта çулталăкĕпех тăрăшаççĕ, кĕркунне пĕр гектар çĕре те сухаламасăр хăвармаççĕ. Тăпра пулăхне минераллă удобренисем хывса ỹстереççĕ, çум курăксене гербицидсемпе пĕтереççĕ. Хуçалăх ертỹçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Максимов тĕштырăсен вăрлăхĕсене çĕнетсе пырассишĕн нумай тăрăшать, хирти пур ĕçе те вăхăтра тата пысăк пахалăхпа тумалла тесе шутлать. Сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерессипе кăçал та "Колос" агрофирма мала тухнă, унран "Истокпа" "Шанс" хуçалăхсемпе "Канаш" фермер хуçалăхĕ те нумай кая ĕçлемен. Кăçал районта пылак тымар çимĕçе 900 гектара яхăн лаптăк çинче çитĕнтернĕ, 25 пин тонна е 2005 çулхинчен 1,6 хут ытларах тухăç илнĕ. 2010 çул тĕлне районта сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне 1200 гектара çитерме тĕллев лартнă. 45 пин тоннăна яхăн пылак тымар çимĕç пуçтарса кĕртмелле. Ял ĕçченĕсем пысăк тупăшлă культурăна хисеплени савăнтарать. Паллах ĕнтĕ, гектарсен шутне ỹстерес тесен çĕнĕ техника туянмалла, гербицидсене анлă çул памалла. Минераллă удобренисемпе туллин усă курмасан пысăк тухăç илеймĕн. Районта фермер хуçалăхĕсен шучĕ 112-е те çитрĕ. Эппин, малашне районта сухаланман-акăнман хирсем пачах та юлмĕç тесе шанма пулать. Çĕр хуçисем хăйсен хирĕсене юхăнтармаççех. Çакна "Канаш", "Карла", "Миха", "Бездна", "Пулмантăш" фермер хуçалăхĕсен тĕслĕхĕ те çирĕплетет. "Шăмăршă çĕрĕ çинче ытарма çук илемлĕ те ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Сирĕн умăрта эпĕ пуçа таятăп", - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ял ĕçченĕсен уявĕнче. Унтан çапла хушса хучĕ: "Сирĕн ертỹçĕрсем те _ чăн-чăн хресченсем. Вĕсем пур чух район тата та пысăкрах ỹсĕмсем тăвасса шанса тăратăп". Президент сăмахĕпе эпĕ пĕтĕмпех килĕшетĕп.