Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хула тăрăх генералпа пĕрле

ÇАК кунсенче Шăмăршăри вăтам шкулти Саманта Смит ячĕллĕ интернационалла туслăх клубĕн членĕсем (КИД) - пурĕ çиччĕн _ Санкт-Петербург хулинче пулса курчĕç. Пире хăнана шкулăн 1979 çулхи выпускникĕ, çак хулара пурăнакан Ю.Г.Архипов чĕннĕччĕ. Нева çинчи хулара ирттернĕ тăватă кун нихăçан та чĕререн тухмĕ. Малтанхи кун автобуспа хула курса çỹрерĕмĕр. Авалхи мăнаçлă керменсем, Нева урлă хывнă чаплă кĕперсем, легендарлă "Аврора" крейсер, I Петĕр патша палăкĕпе унăн çурчĕ, ытти паллă вырăнсем пире çав тери тĕлĕнтерчĕç. Чăн-чăн асамлă юмах тĕнчине çакланнăнах туйăнчĕ. Иккĕмĕш кун эпир Çыхăну çар академийĕнче пултăмăр. Унта пире хамăрăн мухтавлă ентеш, Шăмăршăра çуралса ỹснĕ В.Н.Никифоров генерал-лейтенант чĕннĕччĕ. Василий Николаевич пире çар мухтавĕн музейĕпе, хăйĕн кун-çулĕпе паллаштарчĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи хаяр çапăçусене аса илчĕ. Паллах, тăван Шăмăршă çинчен чи ырă аса илỹсем пулчĕç. Генерал пире Пискаревски масар çине те илсе кайрĕ, кунта эпир Ленинград хĕр ачин Таня Савичеван блокадăри дневни-кĕпе паллашрăмăр. В.Н.Ники-форовпа Петропавловски крепоçре сывпуллашрăмăр, асăнмалăх генерала Чăваш Енпе паллаштаракан кĕнекепе В.И.Максимов çырнă "Президент Путин в Шемурше" кĕнекене парнелерĕмĕр. Тăватă кун сисĕнмесĕрех хăвăрт иртрĕ. Хăна çуртне питĕ ывăнса, çав вăхăтрах савăнăçлă таврăнаттăмăр. Ачасем Хĕллехи керменпе, Хĕвел тухăç культурин музейĕпе, Меншиков керменĕпе хавхаланса паллашрĕç. Авалхи Руçра пулса курнăнах туйăнчĕ. Çак çулçỹревшĕн КИД членĕсем хамăр выпускника Ю.Г.Архипова чун-чĕререн тав тăваççĕ, ăна пурнăçра тата ĕçĕнче ăнăçусем сунаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
27 декабря 2006
00:00
Поделиться